Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак кассинче – урам праçникĕ

27 августа 2016 г.

Панулми сăпасĕнче Лаш Таяпари Салтак касси урамĕнче пысăк уяв иртнĕ. Çак урам ялта илемĕпе, тирпейлĕхĕпе тата тараватлă та ĕçчен çынсем пурăннипе палăрса тăрать.

Урам кунĕ кÿршĕ-аршăпа чун-чĕререн ăшшăн калаçса лармалли, пĕрле пурăнакансен пултарулăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашмалли праçник. Ăна ятарласа илемлетнĕ тараса патĕнче йĕркеленĕ. Кунтах çак урамра пурăнакансен сăнÿкерчĕкĕсен стендне хатĕрленĕ. Урама шарсемпе, плакатсемпе, чечексемпе капăрлатнă. Хăнасене, ытти урамра пурăнакансене Салтак кассисем лаша кÿлсе урамсем тăрăх çÿресе йыхравланă. Ача-пăча тăрантаспа ярăннă.

Уява Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Князева  уçнă. Унăн салам сăмахĕсем çумне уяв йĕркелÿçи Л.Князев тата  Лаш Таяпари Турă Амăшĕ Çуралнин ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Силуан атте хутшăннă. Н.Князев урам историйĕпе паллаштарнă.

Чăннипех те тĕлĕнмелле çынсем пурăнаççĕ çак урамра. Чи  ваттисем - 80 çултан иртнĕ П.Михайловпа Е.Игнатьева. Чи кĕçĕнни вара - Э.Храмова. Вăл икĕ уйăх та тултарайман-ха. Кашни хуçалăх тенĕ пекех тĕрлĕ конкурссенче тупăшнă, тĕрлĕрен парнесене тивĕçнĕ.  Уйрăмах Арефьевсен çемйи ырă ята тивĕçлĕ. Вĕсем таврара ĕçченлĕхĕпе палăраççĕ. А.Васильева хуçалăхĕ вара пурне те илемĕпе, хăтлăхĕпе тыткăнлать. 50 çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан Петрпа Таисия Павловсем çамрăк мăшăрсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Уявра çак урамран кайнă фронтовиксене, ĕмĕр тăршшĕпе тăван хуçалăха аталантарас тесе тăрăшнă ветерансене, нумаях пулмасть хăйсенчен уйрăлса кайнă сумлă çынсене пуç тайма та манман.

Уява юрă-ташă, тĕрлĕ вăйăсем тата пуянлатнă. «Тайпи» фольклор ушкăнĕ тăван ял çинчен юрă хыççăн юрă шăрантарнă. Ял çыннисем вĕсемпе пĕрле юрласа савăннă.

Кашни кил хуçи арăмĕ урамра хатĕрленĕ кĕрекере хăйĕн тутлă апат-çимĕçĕпе сăйлама тăрăшнă. Хĕрÿ вăхăта пăхмасăр кÿршĕ-аршăпа, ушкăнпа ларса чей ĕçни, чашлама çини часах асран тухмĕ. Хĕвел ансан Салтак кассисем çурçĕр çитичченех  ташă каçĕнче киленнĕ. Чăваш Енре паллă Юрий Петухов  юрăç-композитор дискотекăна ертсе пыни уява тата илем кÿнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика