Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç укçипе пĕрле тÿлеççĕ

24 августа 2016 г.

Халăха социаллă пулăшу парассине адрес принципĕпе тата кирлĕлĕхне кура палăртнине шута илсе Чăваш Республикин 2005 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнчи «Уйрăм категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлес енĕпе социаллă пулăшу памалли мерăсем çинчен» саккунне улшăнусем кĕртнĕ.

Ялти специалистсем /педагогсем, медицина, культура, ветеринари службин ĕçченĕсем, фармацевтсем/ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлессинче социаллă пулăшу памалли мерăсене районти социаллă хÿтлĕх пайĕнчен илнĕ пулсан, вĕсене 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тĕп ĕç вырăнĕнче пама пуçлаççĕ /хăй вырăнĕнче вăхăтлăха çук, ĕçлев саккунĕсемпе тата ытти нормативлă право акчĕсемпе, ĕç договорĕпе килĕшÿллĕн ĕç вырăнĕ сыхланса юлакан ĕçченĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан граждансемсĕр пуçне/. Саккунпа килĕшÿллĕн ялти специалистсене пурăнмалли пÿлĕмпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн /хутса ăшăтнăшăн, ăшăпа, электричествăпа тивĕçтернĕшĕн/, çав шутра нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсанăшăн тÿлемелли взносшăн уйăхсерен компенсаци параççĕ. Пурăнмалли пÿлĕмĕн лаптăкĕн социаллă нормине тата коммуналлă пулăшусен нормативне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ. Уйăхсерен паракан компенсацие ĕç укçипе пĕрле тÿлеççĕ. Компенсаци виçи 1055 тенкĕпе танлашать. Асăннă саккунпа килшÿллĕн компенсацие яллă вырăнсенче, рабочи поселокĕсенче пурăнакан, 10 çултан кая мар палăртнă организацире ĕçленĕ, унтанах тивĕçлĕ канăва кайнă, ун хыççăн кунтах пурăнма юлнă çынсене параççĕ. Унпа 2016 çулхи январĕн 31-мĕшĕччен çак правăна тивĕçнĕ çынсем усă кураççĕ. Компенсацие муниципалитетăн вĕренÿ тата культура организацийĕсенче ĕçленĕ çынсене вырăнти хăйтытăмлăхăн уполномоченнăй органĕ, Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин, медицина, вĕренÿ, культура организацийĕсенче тăрăшнă çынсене районти социаллă хÿтлĕх пайĕ тÿлеççĕ.

И. АНИКИНА,
районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика