Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хула кунĕ тĕлне - çĕнĕ спорт объекчĕ

24 августа 2016 г.

Хула кунĕ тĕлне - çĕнĕ спорт объекчĕ

Хăйĕн çуралнă кунне Шупашкар хули пысăк парнеллĕ пулчĕ. Августăн 20-мĕшĕнче «Олимп чемпионĕ Валерий Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕ» физкультурăпа сывлăх комплексĕ уçăлчĕ. Вăл Эгер бульварĕнче вырнаçнă. Ку вăл кăçал уçма палăртнă тăватă спорт объектĕнчен иккĕмĕшĕ. Аса илтеретпĕр, июльте Маунтинбайк /сăрт-ту велоспорчĕ/ центрне уçнăччĕ. Халĕ хула çыннисем пурте кĕç-вĕç туса пĕтерекен биатлонистсен Олимп вăййисене хатĕрлекен регионти центрне туса пĕтерессе кĕтеççĕ. Черетре - Олимп резервĕсен сĕтелçи теннисĕпе тата ухăран перессипе специализациленĕ ачасемпе çамрăксен физкультурăпа спорт комплексĕ.

Çакăн йышши объектсене хута яни Чăваш Республикине Раççей регионĕсем хушшинчи  спорт лидерĕсен йышне кĕме пулăшĕ. Чăваш Ен халех Раççей шайĕнчи кăна мар, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене те ирттерет. Çав маунтинбайк центрех сăмахран, хăй уçăлнă-уçăлманах спортсменсене йышăнчĕ те. Кăçалхи спорт сезонĕнчи чи пысăк шайри ăмăрту вăл - Раççей шайĕнчи çăмăл атлетика чемпионачĕ. Унта тунă çитĕнÿсем патне Риори Олимпиадăра та çитеймерĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çĕнĕ комплекса уçнă чухне Чăваш Енре 4000 яхăн спорт сооруженийĕ пуррине, вĕсенче 100 пине яхăн çын çÿреме пултарнине пĕлтернĕ. Çакă республикăри наци сывлăхне çирĕплетме май парать. «Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума тĕллевсем лартать, çавна май республикăра çĕнĕрен те çĕнĕ объектсем уçăлаççĕ, кашни çын çемйипе, юлташĕсемпе спортпа туслашма пултарать», - тенĕ М. Игнатьев.

Юлашки çулсенче республикăра 50 объекта яхăн тунă тата реконструкциленĕ. Нумай функциллĕ 5 спорт комплексне, уçă 12 сооружени, пăртан тунă виçĕ каток хута янă. Йĕпреçре стадион-лаптăк, Çĕмĕрлере тата Çĕнĕ Шупашкарта футбол хирĕсем, Вăрнарта пăр катокĕ, Канаш районĕнче мăшăр кĕрешÿ центрне уçнă. Пилĕк çулта спортпа тата физкультурăпа кăсăкланакансен шучĕ 39 процент ÿснĕ, республикăри спорт шкулĕсене 37 пин ачапа çул çитмен çамрăк çÿрет.

Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов:

«Олимп чемпионĕ В. Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕ» - Шупашкарти Çĕнĕ Кăнтăр районĕнчи ку чухнехи пĕрремĕш спорт комплексĕ. Малашне пулас чемпионсем валли тренировкăсем тума тата меллĕрех пулĕ, мĕншĕн тесен фитнес-аэробика, баскетбол, мини-футбол тата шывра ишессипе вĕренÿ занятийĕсене йĕркелеме çĕнĕ пÿлĕмсем пулаççĕ. Пĕр харăс кунта 150 çын тренировка тума пултарать.  Манăн тĕллев - Чăваш Ене Раççейри чи сывлăхлă та спортпа туслă ушкăна кĕртесси».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика