Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă шăпине татса панă

24 августа 2016 г.

1943 çулхи августăн 23-мĕшĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçин татăклă улшăнăвне вĕçлекенĕ _ Курск пĕккинчи çапăçусем шăпланнă.

1942-1943  çулсенчи хĕллехи вăхăтра Совет Çарĕсем фашистсен оборонине татса 550 çухрăмлă Курск пĕкки йĕркеленĕ. Кунта  çулла хĕрÿ çапăçусем иртнĕ. 1943 çулхи июлĕн 5-23-мĕшĕсенче пирĕн çарсем хÿтĕленнĕ, июлĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа августăн 23-мĕшĕччен атакăланă.Тĕп /К.К.Рокосовский/, Воронеж /Н.Ф.Ватутин/, Çеçенхир /И.С.Конев/, Брянск /М.М.Попов/, Хĕвеланăç /В.Д.Соколовский/ фрончĕсем Кăнтăр-Хĕвеланăç /Р.Я.Малиновский/ фрончĕпе пĕрле Курск пĕккинчи çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă. Фронтсен ĕçне Совет Союзĕн маршалĕсем Г.К.Жуковпа А.М.Василевский йĕркелесе пынă.

Тăшман Курск пĕккинче пысăк наступлени ирттерме палăртнине пула, Верховнăй Главнокомандованин Ставки çарсене вăхăтлăха оборонăна куçарма йышăннă. Çак вăхăтра Тĕп тата Воронеж фрончĕсенчи çарсем фашистсен ударлă ушкăнĕсене пысăк сиен кÿнĕ. Июлĕн 12-мĕшĕнче Прохоровка патĕнче танксен пысăк çапăçăвĕ пулса иртнĕ. Çапăçăва икĕ енчен 1200 танк хутшăннă. Гитлеровецсем кунта 400 танкне çухатнă. Совет Çарĕсем контрнаступлени вăхăтĕнче Орел тата Белгород - Харьков çар операцийĕсене ирттернĕ, тăшманăн ударлă ушкăнĕсене çапса аркатнă. Курск пĕккинчи çапăçура фашистсен 30 дивизине пĕтернĕ. Вермахт 500 пин салтак, 1500 танк, 3700 ытла самолет, 3000 ытла тупă çухатнă. Çак çапăçу Совет Çарĕн вăй-хăватне туллин уçса панă - фашистсем урăх ура çине тăрайман. Курск пĕккинче вермахтăн тĕп вăйĕсене çапса салатни американсемпе акăлчансен çарĕсене Италире наступленине куçма, Муссолини режимне пĕтерме, Италине вăрçăран кăларма май панă. Нимĕçсем оккупациленĕ çĕршывсенче те хирĕç тăру юхăмĕ вăйланнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Совет Союзĕ фашистсене хирĕç кĕрешекен тĕп вăй пулнине çирĕплетнĕ.

Курск пĕккинчи çапăçусенче совет салтакĕсем чăннипех пысăк паттăрлăх, хăюлăх кăтартнă. Вĕсенчен 100 пин ытла çынна орденсемпе, медальсемпе наградăланă, 231 çын Совет Союзĕн Паттăрĕсем пулса тăнă. 132 çар соединенийĕпе чаçĕ «Гварди», 26-шĕ «Орловский», «Белгородский», «Харьковский», «Карачевский» ятсене тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика