Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа хакласа юратма пĕлсен

24 августа 2016 г.

Пурнăçа хакласа юратма пĕлсен

Сапфир туй кĕрекинче

Кăçал районти 64 мăшăр 45 çул пĕрле пурăннине /сапфир туй/ паллă тăвать.

Сапфир - йывăр шухăшсенчен хăтăлма пулăшакан, туйăмсене уçăлтаракан, чир-чĕрпе тата ывăннипе кĕрешме вăй паракан кăвак тĕслĕ паха чул. Тен, çавăнпах мăшăрсем 45 çул пĕрле пурăннине палăртма çак хаклă йышши чул ятне суйласа илнĕ. Çур ĕмĕре яхăн пĕрле пурăнса мăшăрсем хушшинчи хутшăнусем те тÿпе пек таса, сапфир евĕр пулса тăраççĕ. Вĕсем çине çак паха чул çине пăхнă пекех пăхма кăмăллă. Юратура çепĕçлĕхе çухатмасăр çакăн чухлĕ пĕрле пурăнасси - хаклă та паха пулăм.

ЗАГС пайне Аслă Таяпари хисеплĕ мăшăрсене - Питеркинсене чĕнтĕмĕр. Михаил Александрович Аслă Таяпа, Елена Феофановна Ĕнел ялĕсенче çуралса ÿснĕ. Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă çамрăк педагог Аслă Таяпари вăтам шкула ĕçлеме килнĕ. Илемлĕ те пултаруллă Еленăна Михаил тÿрех куç хывнă. Каччăпа хĕр хушшинче ăшă туйăмсем тĕвĕленнĕ. Юрату хĕлхемĕпе ялкăшакан икĕ çамрăк чĕре пĕр-пĕринсĕр пурăнайманнине туйса 1971 çулхи  нарăс уйăхĕнче çемье çавăрнă.

Елена Феофановна шкулта ачасене ĕç, рисовани, черчени предмечĕсене вĕрентнĕ. Паян вăл вĕрентсе кăларнă ачасем хушшинче офицерсем, учительсемпе врачсем, ялхуçалăх ĕçченĕсем темĕн чухлех.   

Михаил Александрович чылай çул тăван хуçалăхра водительте ĕçленĕ. Кирек мĕнле çанталăкра та рейса тухнă вăл. Питеркинсем тава тивĕçлĕ ĕçшĕн нумай Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Юратупа тĕвĕленнĕ çемьере виçĕ ывăл çут тĕнчене килнĕ. Виççĕшĕ те çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕннĕ. Ачисемпе пилĕк мăнукĕ Питеркинсене хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăраççĕ.

Паян та сумлă мăшăр ахаль лармасть, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Пахчара тĕрлĕ улма-çырла, пахча çимĕç нумай ÿстереççĕ.

Николай Николаевичпа Любовь Ивановна Питеркинсем вара иккĕшĕ те Аслă Таяпара çуралса ÿснĕ. Тăван хуçалăхра юнашар ĕçленĕ çамрăксене Турри хăех пĕрле пулма пилленĕ тейĕн. Николай Николаевич Карл Маркс ячĕллĕ колхозра снабженецра, унтан вăрманçăра тăрăшнă. Каярахпа тăван хуçалăхра çурт-йĕр тăвас ĕçре вăй хунă.

Любовь Ивановна çĕвĕç профессине алла илнĕ. Тăхăр çул Елчĕкри КБОн Аслă Таяпари çĕвĕ цехĕн закройщик-бригадирĕнче, унтан шкулта лаборанткăра 32 çул тăрăшнă. Шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан çемьере те виçĕ ывăл çуралнă. Пурте салтака юрăхлă çитĕннĕ. Халĕ виççĕшĕ те çемьеллĕ. Мускав, Тюмень хулисенче тымар янă. Хăйсем суйласа илнĕ профессисемпе ĕçлеççĕ, инçетре чăваш ятне ямаççĕ. Вĕсен ачисем те аслă шкулсенче вĕренеççĕ.

Шкулта пĕрле ĕçленĕ Елена Феофановнăпа Любовь Ивановна юрра-ташша ăста, ал ĕçĕнче пултаруллă.

Хĕрарăм ĕмĕртен çемье упраканĕ пулса тăрать. Вăл телейлĕ пулсан çемьере яланах лăпкăлăхпа тăнăçлăх хуçаланать. Çавăнпа та мăшăрĕсене упрама тăрăшаççĕ Михаил Александровичпа Николай Николаевич.

Хисеплĕ мăшăрсем хăйсен пурнăç опычĕсемпе çамрăксене паллаштарнă май ЗАГС пайĕн юбилярсен Хисеп кĕнеки çине алă пусрĕç. Питеркинсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламласа Тав хучĕпе чысларĕ.

 

Çемье телейĕ - ачасенче

Кăçал районта 70 ача çуралнине регистрацилерĕмĕр.

Раççей Федерацийĕн 2006 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнчи «Нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн иккĕмĕш, виççĕмĕш е ытларах ачаллă çемьесем амăшĕн капиталне тивĕçеççĕ. Елчĕкри Гаврушовсен икĕ ача. Асли, Дарья, тăватă çулта. Утă уйăхĕнче çемьене Кирилл хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ  Николай Миллин Александр Валерьевичпа Анна Геннадьевнăна амăшĕн капиталĕн сертификатне панă май çапла каларĕ: «Çамрăк мăшăрсем! Эсир те 45 çул юратура пурăнакан Питеркинсен çемйисем пек пĕр-пĕрне килĕштерсе, ăнланса пурăнăр. Çемье телейĕ – ачасенче. Вĕсене юратура пăхса ÿстерĕр...»

Уявра районти культура ĕçченĕсем савăк юрăсем шăрантарчĕç. Хисеплĕ çемьесене тăванĕсем, пĕрле ĕçлекенсем, НФЦ ертÿçи Л.Викторова, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕ Л.Кучкова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сапожникова, шкул директорĕ Владимир Малов саламларĕç.

Н.БАЙМУШКИНА,
ЗАГС пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика