Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕ ÿсет

20 августа 2016 г.

Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх енчен яла паракан пулăшу шайĕ пысăкланать. Кăçал Раççейре агропромышленность комплексне аталантарма пĕтĕмпе 237 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Çавăн пекех пулăшăвăн эффективлăхне ÿстерес тĕллевпе субсидисене пĕрлештерме йышăннă.

Патшалăх енчен уйăракан укçа-тенкĕпе туллин усă курассипе регионсене ирĕк параççĕ - çакă вара пулăшăва ăна илекенсем патне вăхăтлă тата хăвăртрах çитерме май парать. Субсиди механизмне те улăштараççĕ. Малашне те кредитшăн тÿлемелли процентăн пĕр пайне саплаштарма укçа-тенкĕне ялхуçалăх организацине мар, тÿрех банка куçараççĕ. Хуçалăхсем кредитпа усă курнăшăн 5 процент кăна тÿлеççĕ.

Пирĕн республикăри хуçалăхсем Раççейре туса кăларнă çĕнĕ йышши ялхуçалăх техникине туяннă чухне çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Раççей Ялхуçалăх министерствипе маларах тунă килĕшÿсенчи парăмсене саплаштарма, çавăн пекех кăçалхи килĕшÿсемпе палăртнă суммăна субсиди уйăрасси пирки калаçса татăлни çинчен те пĕлтернĕ ялхуçалăх министрĕ.

Çитес çултан пуçласа пахчаçимĕç, çĕрулми упрамалли хранилищĕсене, 100 ĕнерен ытларах вырнаçакан фермăсене тума каякан тăкаксене саплаштарма субсиди уйăрмалли майсене ансатлатаççĕ.

Фермер ĕçне пуçăнакансене, выльăх-чĕрлĕх фермисем тăвакан çемьесене 3 миллион тенкĕ таран патшалăх пулăшăвне параççĕ. Ÿсен-тăран культурисене çитĕнтернĕ  чухне минераллă удобренисемпе усă курнăшăн кайнă тăкаксен пĕр пайне саплаштармалли условисем те улшăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика