20 августа 2016 г.
Вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ ÿсет
Паян районта çĕр çулти тата унран аслăрах 5 хĕрарăм, 90 çултан иртнĕ 141 çын пурăнаççĕ.
Виçĕмкун Патреккелĕнчи Васса Евдокимовна Иванова 100-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илчĕ. Паян Кивĕ Арланкассинчи Раиса Владимировна Богданова пĕр ĕмĕрхи çулне паллă тăвать. Тыл ветеранĕсем вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхне çапла палăртаççĕ - вĕсем сиенлĕ йăласемпе туслă пулман, яланах ĕçре, хусканура пулнă, çынсене усал туман, кÿренсе, çилĕ тытса пурăнман. Аван-çке хамăр пурнăçа ырă пурăнса ирттерсен.
В.АЛЕКСЕЕВА.
Район ертÿçисем - ялсенче
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тата унăн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый ялсенчи хĕрÿ ĕçсене вырăна çитсе тишкереççĕ.
Курнавăш ялĕнче 1562 километр тăршшĕ çул сараççĕ. Ертÿçĕсем «Воддорстрой» ООО рабочийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Строительсем çула палăртнă срокра вĕçлеме шантарнă. Çавăн пекех район ертÿçисем «Эмметево» ОООри вырма ĕçĕсемпе, уй-хирте, йĕтем çинче ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçнă.
Вăхăтлăха хупăнать
Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа сывату комплексĕн алăкĕсем вăхăтлăха хупăнаççĕ.
Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнчен кунта юсав ĕçĕсем пуçланаççĕ.
Конкурса хутшăнаççĕ
Аслă Таяпари Адюкинсем ĕçчен те илемлĕхе юратакан çемье пулнипе палăраççĕ ял тăрăхĕнче.
Вĕсем кил-çурт территорине тирпейлĕ те таса тытаççĕ, пахчара тĕрлĕ чечек ÿстереççĕ. Çавăн пекех палисаднике юмахсен асамлă тĕнчинех çавăрнă. Адюкинсен-Горшковсен çемйи кил-çурт территорине тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе районта ирттерекен конкурса хутшăнать.
Çĕнĕ выставка уçăлнă
Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн Анатолий Спиридоновăн «Сан умăнта кăна пуçа таятăп, тăван çут-çанталăк» выставка уçăлнă.
Таяпа Энтри ялĕн паллă ÿнерçи 10 пин ытла картина ÿкернĕ. Анатолий Николаевич хăйĕн выставкисене тĕрлĕ хуласенче йĕркеленĕ. Чылай ĕçĕсене парнеленĕ. Унăн ĕçĕсем тăван ялти шкулта та нумай.
Ентешĕн выставки авăн уйăхĕн 8-мĕшĕччен ĕçлет. Куравра художникăн картинисене туянма та пулать.
Елчĕкре – республика тухтăрĕсем
Елчĕкри тĕп больницăна Республикăри эндокринологи диспансерĕн тухтăрĕсем килсе кайнă.
Вĕсем сахăр диабечĕпе тата куç чирĕсемпе аптăракан 50 çынна йышăнса тĕрлĕрен сĕнÿ-канаш панă. Унтан медицина наукисен кандидачĕ, диабет центрĕн заведующийĕ А.Григорьев медицина ĕçченĕсем умĕнче лекци вуланă.
/Район администрацийĕн сайтĕнчен/.