Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кандидатсем паллă

20 августа 2016 г.

Часах суйлавсем иртеççĕ. Кандидатсем çинчен тĕплĕнрех пĕлтерме май пур-ши?

                                                                                       /Редакцие килнĕ çыруран/.

Кăçалхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче çĕршывшăн тата республикăшăн паллă пулăм – Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ.

2003 çул хыççăн Раççейĕн тата Чăваш Енĕн саккунсем кăларакан органĕсен депутачĕсене кăçал пĕрремĕш хут хутăш суйлав системипе суйлатпăр, е, урăхла каласан, депутатсен йышĕн çуррине политика партийĕсен списокĕсемпе, тепĕр çуррине пĕр мандатлă суйлав округĕсем тăрăх суйлатпăр. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче 450 депутат, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче 44 депутат пулмалла.

Саккунсемпе килĕшÿллĕн, суйлав округĕсене йĕркелессине вĕçленĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене суйлас енĕпе пĕр мандатлă 22 суйлав округĕ туса хунă. Пирĕн районти суйлавçăсем 4-мĕш Комсомольски суйлав округне кĕреççĕ. Елчĕк районĕсĕр пуçне Комсомольски районĕнчи Александровка, Асанкасси, Кайнлăк, Комсомольски, Аслă Çĕрпÿел, Хирти Сĕнтĕр, Хырхĕрри, Урмаел, Чĕчкен, Канаш районĕнчи Ачча, Пайкилт, Вăтапуç, Карăклă, Вăрăмпуç, Çĕнĕ Чăлкасси, Сикасси, Чакаç, Шаккăл, Шелттем, Шăхасан, Чарпуç, Янкăлч ял тăрăхĕсенчи суйлавçăсем те çак  суйлав округĕнче. Малтанлăха палăртнă тăрăх, пĕр мандатлă 4-мĕш Комсомольски суйлав округĕнче 45830 яхăн суйлавçăна шута илнĕ.

Кандидатсем паллă. Пĕр мандатлă 4-мĕш Комсомольски суйлав округĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулас тесе 6 кандидат кĕрешĕве тухать. Вĕсем хушшинче тĕрлĕ отрасльсенче тăрăшакансем пур. Юрий Алексеевич Попов хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ. Александр Михайлович Васильев санитар-водительте, Николай Аркадьевич Каширин А.Н.Никифоров уйрăм предпринимателĕн суту-илÿ центрĕн администраторĕнче, Александр Васильевич Тихонов Комсомольски районĕнчи тĕп больницăра шăл тухтăрĕнче тăрăшаççĕ. Валерян Никандрович Теплов - пенсионер, Елена Николаевна Судякова хальлĕхе вăхăтлăха ĕçлемест.

 Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутата суйланма 7 политика партийĕ кандидатсем тăратнă. Вĕсен йышĕнче «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕ, «Раççей Федерацийĕнчи Коммунистсен партийĕн» Чăваш Республикинчи уйрăмĕ, «Справедливая Россия» партин Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕ, «Патриоты России» партин Чăваш регион уйрăмĕ, Раççейри либерал-демократсен партийĕ, Чăваш Республикинчи «Партия пенсионеров за справедливость» парти, «Яблоко» партин Чăваш регион уйрăмĕ.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине Чăваш Енрен пĕр мандатлă икĕ округпа 2 депутат суйланмалла. Çак тĕллевпе пĕр мандатлă 37-мĕш Канаш, 38-мĕш Шупашкар суйлав округĕсем йĕркеленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика