Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕчĕсем çунатлă

20 августа 2016 г.

Ĕмĕчĕсем çунатлă

Кĕçĕн Таяпари Муллинсен çемйине çитсе курас шухăш темиçе çул каяллах çуралнăччĕ. Кăçал Çĕнĕ урамра пиллĕкмĕш çуртра пурăнакансем патне çитрĕмех. Сăлтавĕ те тупăнчĕ: Николай Алексеевичпа Людмила Алексеевнăн кĕçĕн кинĕ Наташа кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçрĕ.

Илемлĕ те капăр çурт. Тăррине хальтерех кăна çĕнетсе иккĕмĕш хутне тунă. Умри пахчара тĕрлĕ йывăç-тĕм çитĕнет. Картишĕнче илемлĕ çеçкеллĕ чечексем куçа илĕртеççĕ.

Эпĕ пынă чухне ваттисем килте çукчĕ. Сергей ывăлĕ ялтах çурт хăпартать те ашшĕпе амăшĕ унта пулăшма кайнă. Наташăна хăйĕн тата мăшăрĕн пĕртăванĕсен ачисене пăхма хăварнă. Пĕринчен тепри пĕчĕкскерсене лайăх пăхать Наталия. Лешсем: «Анне, инке», - тесе чĕвĕлтетсе кăна тăраççĕ.

- Мĕн тутли пĕçерсе парас-ха сире? - ыйтать пĕчĕкскерсенчен тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме ăста çамрăк хĕрарăм.

Ачасем мĕн юратнине каламасăрах лайăх пĕлет вăл, çавăнпа вĕсем çывăрса тăнă çĕре килте хăй хатĕрленĕ пельмене пĕçерчĕ.

Хĕрпĕрчисем апатланчĕç те картишĕнчи площадкăна выляма тухрĕç. Эпир стипендиатпа сĕтел хушшинче шăкăл-шăкăл калаçу пуçартăмăр. Малтанах тараватлă çамрăк  пÿртре пуçăннă юсав ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Йыш хушăнасса кĕтнĕ май çурта пысăклатнă вĕсем. Ачасем, хăйсем çывăрмалли пÿлĕмсенче хĕрÿ ĕç пырать. Обойсене илемлĕ çыпăçтарнă, картлашкасене хитре ăсталанă. Ылтăн алăллă арçынсем пурăннине картишне ура ярса пуссанах ăнлантăм пулин те, ыйтмасăр чăтаймарăм:

- Евроюсава çын тытса тутармастăр пулĕ? Ытла та тĕплĕн тунă.

- Манăн савнă мăшăрăн, Веньăн, алли ылтăн. Пĕтĕмпех вăл пурнăçлать. Паллах, атте те пулăшать, - пĕлтерет вăл.

Наташа хăйне çав тери телейлĕ хĕрарăм тесе шухăшлать. Пулас мăшăрĕпе вĕсене юлташĕсем паллаштарнă. Пĕр-пĕрне пĕрре курса килĕштернĕ Кĕçĕн Таяпа каччипе Патреккел хĕрĕ туслă çÿренĕ хыççăн çемье çавăрнă. Ятарлă пĕлÿ çуккине пăхмасăр Наташа ялта ĕç шыранă. Культура çуртĕнче культорганизатор вырăнĕ пушă пулнăран ял тăрăхĕн пуçлăхĕ патне кĕнĕ. Мал ĕмĕтлĕ Наталия Муллина ĕçе вырнаçсанах ял çыннисен пушă вăхăтне усăллă ирттерессишĕн тăрăшса тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелеме пуçланă. Ытти çĕрте мĕнле пулĕ те, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи специалистсемпе культура ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе питĕ тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Пысăк опытлисем çамрăксене вĕрентсе пырасси те ырă йăлана кĕнĕ. Наташăна культура çурчĕн директорĕ Глафира Григорьева сахал мар пулăшнă. Хăй вăл артист та, сăвăç та, шÿт ăсти те.

Шаннă ĕçе çÿлти шайра пурнăçлама ăнтăлакан культорганизатор çанă тавăрсах ĕçе кÿленнĕ. Халĕччен культурăра ĕçлесе курманни те хăратман ăна, часах ял çамрăкĕсемпе, ватăсемпе пĕр чĕлхе тупнă. Чи малтанах алĕç кружокĕ йĕркеленĕ. Унтан - ыттисене. Районти тĕрлĕ конкурссене хутшăнас тесе çĕрĕпе алĕçĕпе ларнă. Каярахпа хăй мĕн пĕлнине кружока çÿрекенсене вĕрентнĕ.

Ĕçтешĕсем Наталия Леонидовнан алли çыпăçуллине курса савăннă. Кĕске вăхăт хушшинчех кружоксем ырă ĕçпе палăрнă. Спектакль вылямалла-и е ял çыннисене юрă-ташăпа савăнтармалла - Наташăн пултарулăхĕ çулран-çул ÿссе пынă.

Ялта ĕçлеме юлнă çамрăк специалиста патшалăх та пулăшу аллине тăснă - пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма  400 пин тенкĕ ытла панă.

- Ялта ĕç вырăнĕ пулсан пурăнма питĕ лайăх. Патшалăх та çамрăк çемьесене пулăшать. Мана та, Веньăна та хула пурнăçĕ килĕшмест. Ватăсемпе пĕр çăвартан пурăнатпăр, - тет Наталия Леонидовна.

Ĕçри хастарлăхшăн  дипломсемпе Хисеп грамотисем сахал мар илме тивĕçнĕ Н.Муллина. Чи сумлă ята вара пĕлтĕр çĕнсе илме пултарчĕ. Шупашкартах ăна «Чи лайăх çамрăк культработник» ят пачĕç.

- Тата тăрăшарах ĕçлеме хистет çак сумлă ят. Çавăнпах алă усса ларас теместĕп, - пĕлтерет вăл.

Икĕ уйăх каялла Муллинсен туслă çемйине çĕнĕ кайăк вĕçсе килчĕ.

- Хамăр та йышлăн çитĕннĕ. Веньăсем те тăваттăн пĕртăван. Ял ан ватăлтăр тесе тăрăшатпăр. Патшалăх икĕ ачаллă çемьесене Амăшĕн капиталĕ парса пулăшать. Çакă та çамрăк çемьесене калама çук пысăк пулăшу. Ачасем - пурнăç чечекĕсем, - шăкăл-шăкăл пырать пирĕн калаçу.

Виççĕри Камила ача садне çÿрет. Каролина амăшĕн кăкăрне ĕмнĕ хыççăн лăпкăн çывăрать.

Çемьере савăк кăмăл, килĕшÿ хуçаланни палăрать.

- Килте хытă сасăпа калаçнине те илтеймĕн. Аттепе анне те /упăшкин амăшĕсене çапла чĕнет Наташа/ ĕçчен çынсем, -калаçăвĕнче хунямăшĕпе хуняшшĕне хисеплени тÿрех сисĕнчĕ. - Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнатпăр. Ватăсен сăмахĕсене вырăна хурса хаклатпăр.

Николай Алексеевичпа Людмила Алексеевна ял çинче ятлă çынсем пулнине пĕлетĕп.  Коля тете мĕн пенсие кайиччен пушарнăйра ĕçлерĕ. Сывлăхĕ хавшанăран халĕ ытларах килте кăштăртатать. Люда инке вара вăр-варлăхне çухатасшăн мар, паян та Елчĕкри крахмал заводне ĕçе çÿрет. Тивĕçлĕ канăва тухиччен ача садĕнче вăй хунă.

Тăватă ачана ура çине тăратнă аслă Муллинсем. Пурте хăйсен мăшăрĕсене тупнă. Аслă хĕрĕ, Ирина, хулара тымар ячĕ. Ыттисем вара пурнăçне ялпа çыхăнтарчĕç. Сергей хăй çуртпа пурăнать. Таня та хăйĕн ăшă йăвине çавăрнă. Тĕп килте, ĕлĕкхи ырă йăлапа, маларах каларăм ĕнтĕ, Веня çемйи тĕпленнĕ.

Муллинсен ачисем сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшаççĕ. Эрех ĕçмеççĕ, пирус туртмаççĕ.

- Манăн упăшка таса чунлă та маттур, - тет Наташа. Унăн ырă енĕсене каласа пĕтереймест çирĕм сакăр çулхи хĕрарăм. Строитель профессине алла илнĕскер Мускавра тăрăшать, хăйĕн ĕçĕпе ыттисене киленĕç кÿрет. Вăтăр çулта кăна пулсан та ял çинче ырă та пархатарлă ĕçпе палăрнă вăл. 

- Яла килсен пĕр пушă вăхăт çук унăн. Çапах тĕпренчĕкĕмĕрсене хăй ытамне илсе ачашлама яланах вăхăт тупать. Хĕрпĕрчисемпе каçсах каять. Вĕсене парнесемпе савăнтарать, - пытармасть телейлĕ икĕ ача амăшĕ, юратнă мăшăр, ÿркенмен кин. 

Çамрăксем ĕçре телей тупса пурнăç илемĕпе киленнĕшĕн савăнтăм. Вĕсем пек пултаруллă та маттур çемьесем пуррипе пурăнать, аталанать паянхи ял. Унăн пуласлăхĕ - тăван тăрăха юратакан çамрăк мăшăрсенче.

В.СМИРНОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Н.Муллина. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика