Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра - «Каçхи кино»

20 августа 2016 г.

Республикăра - «Каçхи кино»

Августăн 27-мĕшĕнче, Раççейре Кино çулталăкĕ пулнă май, пуçласа «Каçхи кино» акци иртет.

Çакăн пирки тĕплĕнрех каласа пама йĕркелÿ комитечĕн ертÿçинчен, Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕнчен, Т.Казаковаран ыйтрăмăр.

- Татьяна Васильевна, калăр-ха, çак акци пĕлтерĕшĕ мĕнре?

- Тÿрех каламалла: асăннă проект пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕп тĕллев - çынсене Раççей киноиндустрине анлăрах явăçтарасси. Çавна май Раççей Культура министерстви искусство каçĕсене те ирттерме йышăннă, çак шута «Каçхи кино» акци те кĕрет. Мероприятисем Мускавра кăна иртмеççĕ, вĕсене ытти регионсенче те йĕркелеме палăртнă. Унта пирĕн республика та хутшăнать. Ман шутпа, «Каçхи кино» акци курăмлă, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла.

- «Каçхи кино каçĕнче» республикăра пурăнакансене мĕн кĕтет? Каçхи сеанссене ăçта курма май пулĕ-ши?

- «Каçхи кино» республикăра массăллă акци пулмалла. Ун вăхăтĕнче кино курма юратакансем фильмсене уçă çĕрте те курма пултарĕç. Акцие кашни хулапа район хутшăнать. Çак тĕллевпе 130 площадка йĕркелеме палăртнă. Культура керменĕсемпе çурчĕсенче, библиотекăсенче те сеанссем иртеççĕ - кашниех хăйĕн кăмăлне каяканнине суйласа илме пултарать.

- Çавах та, Татьяна Васильевна, мероприяти программи мĕнлерех-ши; Çынсене мĕнле фильмсем кăтартĕç?

- Акцире çынсем юратакан фильмсене халалланă театрализацисем те, куравсемпе вăйăсем, конкурссемпе викторинăсем те пулĕç. Вĕсем пурте кино темипе çыхăннă. Тепĕр тĕп самант: каçхине сакăр сехетре пур çĕрте те тÿлевсĕр киносеанссем иртĕç. Чăваш Енре пурăнакансем, сăмахран, «Легенда №17», «Батальон» тата ытти фильмсене курĕç.

- Наци киновне илес пулсан? Хамăрăн фильмсемпе паллашма пултарăпăр-и?

- Наци киновĕ паян нумайăшне хумхантарать. Акци вăхăтĕнче куракансем вырăнти режиссерсен ĕçĕсемпе те кăсăклансах паллашасса шанас килет. Репертуарта «Хорло», «Чувашские амазонки», «Чăваш тĕнчи», «Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать», «История великого народа» ĕçсем пур.

- Татьяна Васильевна, Раççейре пуçласа иртекен «Каçхи кинон» пуласлăхĕ пур-и?

- Паллах, пур - кун пирки пачах та иккĕленместĕп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика