20 августа 2016 г.

Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ 1744 çынна пăхса тăрать. Кунта Патреккел, Элекçей Тимеш, Тÿскел, Ĕнел тата Акчел ялĕсен çыннисен сывлăхне çирĕплетеççĕ, пĕрремĕш пулăшу параççĕ. Уйрăма вуннăмĕш çул Людмила Михайловна Миллина врач ертсе пырать.
Елена Борисова медсестра кунта нумай çул тăрăшать. Участокри кашни çыннах паллать, вĕсене вăхăтра диспансеризацие кĕртес, профилактика ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлас тесе тăрăшать. Алина Петрова медсестран стажĕ - сакăр çул. Вăл та хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлет. «Укол тунине те сисместпĕр, ытла çепĕç алăллă», - теççĕ сипленме пыракансем ун пирки.
Елизавета Соловьева кăçал кăна санитарка тивĕçне пурнăçлама тытăннă. Тирпей-илемшĕн нумай тăрăшать вăл.
Шурă халатлă ĕçченсем ял çыннисемпе ăшă та çепĕç калаçаççĕ. Эмелпе кăна мар, ырă сăмахпа та сыватма тăрăшаççĕ вĕсем.
Сăнÿкерчĕкре: Л.Миллина /варринче/, Е.Соловьева, А.Петрова тата Е.Борисова.