Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхисене акма вăхăт

17 августа 2016 г.

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕм лаптăкăн 80 процентĕнчен ытларах пухса кĕртнĕ, районĕпе 50 пин тонна ытларах тырă çапса илнĕ. 5 хуçалăхра вырма вĕçленнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ тыр-пул пуçтарса кĕртессине çак эрнере вĕçлемеллине, çавăн пекех кĕрхи культурăсем акассине хăвăртлатмаллине палăртрĕ. Хальлĕхе В. Смирнов хресчен /фермер/  хуçалăхĕнче анчах кĕрхи культурăсене акма пуçăннă. Кĕрхи культурăсене акса-туса илесси усăллă пулнине пурнăç çирĕплетет. Пĕлтĕр акса хăварнă кĕрхи культурăсем кăçал пысăк тухăç панă. Уйрăмах кĕрхи тулă тухăçĕ савăнтарать. Çав вăхăтрах кăçалхи шăрăх çурхи культурăсене çунтарса илнĕ, вĕсен тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ кĕрхисене акма çĕр лайăх хатĕрлес, вĕсене минераллă удобренисемпе апатлантарас ыйтусене çивĕч хускатрĕ.

Ял тăрăхĕсен территорийĕсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртесси, чечексем лартса ÿстересси çинчен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Вĕсем ку енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттернине сăмахпа каласа кăна мар, слайдсем çинче кăтартса пачĕç. Ĕç коллективĕсем, уйрăм хуçалăхсем тирпей-илемшĕн тăрăшса ĕçлеççĕ. Аслă Таяпари Адюкинсен, Аслă Елчĕкри Адюковсен, Яманчÿрелĕнчи Акимовсен, Курнавăшри Смирновсен, Тип Тимешри Архиповсемпе Карповсен, Елчĕк ял тăрăхĕнчи Борисовсен, Левыйсен, Можаевсен çемйисем хăйсем пурăнакан кил-çурт участокне чăн-чăн юмахри илеме, хăтлăха çавăрнă. Канашлăва хутшăнакансенчен чылайăшĕ çакăн пек хастар çемьесемпе пуçласа паллашрĕ. Вĕсем те ыттисем пекех ĕçе çÿреççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, çав вăхăтрах килти хуçалăха хитре тытса тăма майне тупаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ пултаруллă та ĕçчен çемьесенчен ырă тĕслĕх илме, чи хастаррисене хавхалантарса пыма, территорие тирпей-илем кĕртес, йывăçсемпе чечексем лартса çитĕнтерес тĕлĕшпе республикăри конкурссене хутшăнса çĕнтерме сĕнчĕ.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика