Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

17 августа 2016 г.

Ĕç малалла пырать

Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ августăн 15-мĕшĕнче вĕçленчĕ.

Тĕп ыйтăма вĕçленĕ пулин те  ĕç малалла тăсăлать. Çыравăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем кăçалхи 4-мĕш кварталта, татăклă пĕтĕмлетÿсем 2018 çул вĕçĕнче кун çути курĕç.

 

Пултаруллă воспитатель хавхалануллă

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ чи лайăх педагогсене хавхалантарас енĕпе Указ йышăннă.

Указа пурнăçласа май уйăхĕн 6-20-мĕшĕсенче Чăваш Енĕн Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви вĕренÿпе воспитани ĕçĕнче палăрнă педагогсене хавхалантарас тĕлĕшпе конкурс ирттернĕ. Августăн 5-мĕшĕнчи хушупа Курнавăшри шкулчченхи ушкăн воспитательницине В. Кудряшовăна 20 пин тенкĕ хавхалантару премине панă.

Квалификацин пĕрремĕш категоринчи воспитатель Венера Ардальоновна малашне те хавхаланса ĕçлесшĕн.

 

Йăх-несĕл кун-çулĕпе паллашнă

Юлашки çулсенче йăх кун-çулне тĕпчесси анлăн сарăлчĕ.

Елчĕк енре пурăнакансем те çакăнтан айккине юлмаççĕ. Акă, район центрĕнчи историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче Совет Союзĕн Паттăрĕн А.Беляевăн мăнукĕ Владимир Анатольевич хатĕрленĕ Беляевсен йăхĕн йĕрки упранать. Вăл хăйсен йăхне 1668 çулччен тĕпченĕ.

Хальхи вăхăтра Беляевсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Çак кунсенче Курганти Яковлевсем музейра пулчĕç. Беляевсен йăх çыннин Елибейăн çичĕ сыпăкри тăванĕн, Яков Беляевăн мăнукĕн мăнукĕн Алексей Валериановичăн тата унăн ачисен асĕнче музей пысăк йĕр хăварчĕ.

 

Ватăлмасть купăсçă

Елчĕкре пурăнакан Николай Ефимова пĕлмен çын çук тесен те йăнăш пулмĕ.

Николай Семенович хăйĕн пурнăçне культурăпа çыхăнтарнă. Чылай вăхăт Елчĕкри культура çуртĕнче вăй хунă. Халĕ те ахаль лармасть Н.Ефимов: вăл Лаш Таяпари культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Тайпи» фольклор ушкăнĕн аккомпаниаторĕ.

75 çул тултарнă купăсçăн Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче «Выля, хуткупăс» куравĕ уçăлчĕ. Унта авалхи купăссем, баянсемпе ытти музыка инструменчĕсем куракансене хăйсем патне илĕртеççĕ.

 

Амăшĕн капиталĕ пулăшать

Районти 140 çемье амăшĕн капиталĕнчен 25-шер пин, пĕтĕмпе 3417 пин тенкĕ илнĕ.

Ăна илес тесен заявленисене кăçалхи ноябрĕн 30-мĕшĕччен памалла. Кунта Раççей Пенси фончĕн клиент службине е нумай функциллĕ центра пымалла. Унсăр пуçне Раççей Пенси фончĕн сайчĕ урлă та пулăшу илме май пур.

 

Вĕренÿ иртнĕ

Район администрацийĕнче терроризм хăрушлăхне сирсе ярас енĕпе вĕренÿ иртнĕ.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертÿçи А. Клементьев çуртра иккĕленÿллĕ япаласем тупсан мĕн тумалли çинчен чарăнса тăнă. Район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ Л. Левый пропуск режимне вăйлатма, террор акчĕсенчен хÿтĕленме кирлине палăртнă. Унтан эвакуаци ирттернĕ.

/Район администрацийĕн сайтĕнчен/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика