Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă çунат айĕнче

17 августа 2016 г.

Ăшă çунат айĕнче

- Асанне, асанне, эпир урамран выляса кĕтĕмĕр, халĕ сана мĕн туса пулăшар, - теççĕ Никитăпа Кирилл асламăшĕ патне чупса пырса.

- Ăшăр хыпнă пулĕ, акă, компот вĕретрĕм, малтан ăна ĕçĕр-ха. Унтан пахчари ăнса пулнă çырласене татăпăр, - терĕ Зоя Васильевна.

Асламăшĕ Никитăпа Кирилшăн амăшĕ вырăнĕнче. Кĕçĕнни, Кирилл, виçĕ çул тултариччен тăван амăшĕ килтен ачасене пăрахса тухса кайнă та унтанпа /инçетре пурăнмасть пулсассăн та/ çаврăнса килмен. Епле хытă пулать иккен амăшĕн чĕри, маттур ывăлĕсене те курас килмест. Мăнукĕсене хăйĕн ачисенчен те лайăхрах пăхас тесе чунне парать Зоя Александрова.

- Паллах, хамăн ачасене те тĕрĕс-тĕкел, çемье ăшшине парса ÿстернĕ. Мăнукăмсене вара, ырă-сывă амăшĕ пур çинче анне тесе каласа курманскерсене, ытларах та ăшăлăх кирлĕ.  Амăшĕ çуккине ан туйччăр, çемьере лайăх аталанччăр. Ытти ачасем пекех вĕсене вĕренме пĕтĕм услови пур килте, - тет Зоя Васильевна.

Никита часах саккăрмăшне, Кирилл улттăмĕш класа каяççĕ. Ытлă-çитлĕ пурăнаççĕ. Асламăшĕ мăнукĕсене усрава илнĕ. Халĕ ашшĕ те юнашар. Хăй вăхăтĕнче пĕртăвансен амăшне те, ашшĕне те ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă.

Зоя Васильевна тăван мăнукĕсемшĕн кăна мар, кинĕн ачишĕн те çывăх çын пулса тăнă. Вăхăтĕнче Алексей Юркова та хăй çунатти айне илнĕ. Алеша  18 çул тултарса ăшă йăваран вĕçсе тухса кайнă. Ачаран спортпа туслашнă пиччĕшĕ пек патвар пуласшăн тăрăшаççĕ Никитăпа Кирилл.

Зоя Васильевна ĕçчен те харсăр хĕрарăм. Çамрăкрах чухне фермăра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе, Василий Ивановичпа, виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Шел, мăшăрĕ чирлесе пурнăçран уйрăлни тăватă çул иртнĕ. Халĕ килти арçын ĕçĕсене Алексей ывăлĕ пурнăçлама пулăшать.

Александровсем выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ. Вăкăр, сурăхсем тытаççĕ. Лаша та пур. Пĕртăвансем мĕн пĕчĕкрен асламăшне пулăшаççĕ, кил картинче ĕçлеççĕ. Пушă вăхăтра велосипедпа ярăнма кăмăллаççĕ. Компьютерпа та туслă.

Зоя Васильевна - тирпейлĕ те илеме юратакан хĕрарăм. Кил-çуртра яланах таса та çутă. Мăнукĕсем те яланах тирпейлĕ çÿреççĕ.

Часах шкул алăкĕсем яри уçăлаççĕ. Асламăшĕн яваплăхĕ тата ÿсет.

- Урокĕсене тунине тĕрĕслемелле. Сăвăсене мĕнле кăмăл-туйăмпа каланине тишкеретĕп. Чи малтанах пăхмасăр вĕреннĕ сăвăсене хама каласа параççĕ, - тет Зоя Васильевна мăнукĕсене ыталаса.

Пĕртăвансем асламăшĕпе юнашар çемçе диван çине вырнаçаççĕ те асаилÿ çăмхи ăшне путаççĕ.  Пĕчĕкрех чухне мĕн чухлĕ юмах каласа паман пулĕ вĕсене асламăшĕ.

- Хамăн ачасемпе ларма вăхăт та пулман.  Мăнуксемшĕн асламăшĕн вăхăт тупма тивнĕ, - тет ялта сăпайлăхĕпе палăрнă Зоя аппа.

В.СМИРНОВА.
Лаш Таяпа ялĕ.

Сăнÿкерчĕкре: Никитăпа Кирилл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика