Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкула васкавлă тăваççĕ

13 августа 2016 г.

Шкула васкавлă тăваççĕ

Юнкун, августăн 10-мĕшĕнче, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова Шупашкарти Гладков урамĕнче тăвакан 1100 вырăнлă шкулăн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç.

Вĕренÿ заведенине васкавлă тăваççĕ, çакна валли хушма стимул пур. Объекта çулталăк вĕçлениччен хута ярсан федераци бюджетĕнчен шкула малалла тума тата 500 млн тенкĕ уйăраççĕ. Çавăнпа та ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пырасси, палăртнă вăхăта ĕлкĕртесси, 9 уйăхра 700 млн тенке ĕçе кĕртесси - хула ертÿçисен тĕп тĕллевĕ. Укçа пулсан ытти хăех пулать пек туйăнать, анчах апла мар иккен.  Укçана тухăçлă усă курасси - ертÿçĕсен ĕçĕн чи пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕ. Федераци центрĕ социаллă программăсем валли субсиди уйăрнă чухне шăпах çакна тĕпе хурать. Чăваш Ен ку тĕлĕшпе лайăх енчен палăрать.

Объектра Чăваш Республикинче хатĕрленĕ строительство материалĕсемпе çеç усă кураççĕ. Пиншер çын унта вăй хурса вырăнти бюджета налук кĕртет.

Леонид Черкесов ĕç çине хула пуçлăхĕ пек çеç пăхмасть. Çĕнĕ шкулсен строительство программи республикăнах пырса тивет. Шупашкар строителĕсен   ырă ĕçне районсенче те усă кураççех. Алена Аршинова депутатшăн çакă «профиль» теми. Вăл Думăра вĕрентÿ комитечĕн председателĕн çумĕ. Темиçе çул ача сачĕсен строительствипе ĕçлерĕ. Халĕ çĕнĕ шкулсем тăвассине хăвăртлатасшăн.

Объектра графикран кăштах юлни курăнать. Апла пулин те строительсем те, Леонид Черкесов та ăна йĕркелесе ярасса шанаççĕ. Ыйту - ĕçе йĕркелессинче. Ку тĕлĕшпе вара опыт çителĕклĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕлне  хула çĕнĕ шкуллă пулĕ.

Алена Аршинова:

Ку вăл хулашăн пысăк парне вырăннех пулĕ. Чылай шкул çурчĕсем кивелеççĕ, япăхаççĕ. Ку вара паянхи мĕнпур ыйтăва тивĕçтерекен шкул пулĕ. Кунта бассейн, икĕ спорт залĕ пулать. Хăтлă шкулта ачасене вĕренме кăмăллă пулĕ тесе шутлатăп. Малашне икĕ-виçĕ сменăпа вĕренессине пĕтермелле, ачасене вĕренмелли мĕнпур условисене туса памалла. Чăваш Енре юлашки вунă çулта вăтăра яхăн çакнашкал шкулсем туса хута ямалла. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика