Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăмсене татнă

10 августа 2016 г.

Виçĕмкун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чи малтанах вăл Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхне Леонид Кошкина Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ йĕркеленĕ республикăри конкурсăн «Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерекен чи лайăх ял тăрăхĕ» номинацийĕнче палăрнăшăн II степень Диплома пачĕ. Çакăн пек конкурсра ял тăрăхĕ пĕлтĕр те виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 16 шкула, 4 ача садне, ачасене хушма пĕлÿ паракан 3 учрежденине çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине августăн 2-мĕшĕнче ятарласа йĕркеленĕ виçĕ комисси тĕрĕсленĕ. Вĕсен йышĕнче район администрацийĕн, вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем кăна мар, ятарлă службăсен - полици, газ хуçалăхĕн, пушар хăрушсăрлăхĕн, Роспотребнадзор работникĕсем хутшăнни вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕплĕн тишкерме, çитменлĕхсене тупса палăртма май панă. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый тĕрĕслев итогĕсене тĕплĕн тишкерсе тухрĕ. Чăнах та, шкул территорийĕсене тирпей-илем кĕртес, чечексем лартса ÿстерес, вĕренÿ кабинечĕсене, столовăйсене, спорт залĕсене, туалетсене юсас, çĕнĕ оборудованисемпе пуянлатас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Чылай çĕрте бюджет тулашĕнчи укçа-тенкĕпе усă курнă. Юлашки вăхăтра ашшĕ-амăшĕн канашĕсем вырăнне йĕркеленĕ попечитель канашĕсем тăрăшнипе юсав ĕçĕсене пурнăçлама, çĕнĕ япаласем туянма 2,6 млн тенкĕ пуçтарнă.

Районти 5 шкулта спорт залĕсемпе шалти туалетсене юсама патшалăх бюджетĕнчен 6,9 млн тенкĕ уйăрнă. Шел, 6 объектран 5-шĕнче тĕрĕслев кунĕ тĕлне юсав ĕçĕсем вĕçленмен. Тунтикун тата иккĕшне йышăнаççĕ. Уйрăмах хамăр районти подрядчик - «Стройэнергосервис» ООО юсакан объектсене ĕçе кĕртесси тăсăлса кайнă. Леонард Левый пĕтĕм объектри юсав ĕçĕсене августăн 13-мĕшĕ тĕлне вĕçлемеллине палăртрĕ.

Ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов вырма мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Тунтикун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 63 процент пухса çапнă. Вăтам тухăç кашни гектартан 30 центнерпа танлашать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин «Урожай» ОООри семинар-канашлу пирки чарăнса тăчĕ. Хуçалăх çĕнĕ техника туяннипе, сăвакан ĕнесен фермине механизациленипе, выльăх апачĕ нумай хатĕрленипе, хуçалăхри ытти объектсем тунипе палăрса тăрать. Çакă хуçалăх экономикин кăтартăвĕсем ÿснинче те курăнать.

Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов ведомствăсем хушшинчи комисси ял тăрăхĕ Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ бюджетне тупăшсем кĕртес, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлес ыйтусемпе мĕнле ĕçленине вырăна тухса тĕрĕсленĕ хыççăнхи улшăнусемпе паллаштарчĕ. Паянхи кун тĕлне ял тăрăхĕн налуксемпе сборсем пуçтарассинче парăмсем çук.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика