10 августа 2016 г.
«Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕ - районта ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсенчен пĕри. Кунта кашни ĕçе тĕплĕн шухăшласа, çĕнĕ технологисемпе усă курса пурнăçлама тăрăшаççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарнисĕр пуçне «Комбайнра» ялхуçалăх культурисене туса илесси те пысăк тимлĕхре. Вĕсенчен ытларах пайне кĕрхи культурăсем йышăнаççĕ. Çакă çурхи уй-хир ĕçĕсене хăвăртлатма май парать. Кĕркунне те вĕсене çурхи культурăсенчен маларах пуçтарса илеççĕ. Лайăх хĕл каçсан, кĕрхи культурăсен тухăçĕ те пĕчĕк мар. Кăçал хуçалăхра 600 гектара яхăн лаптăкран вĕсене пухса илнĕ.
Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлесси çине те тимлĕх уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра 400 ытла гектар çĕр лаптăкне кăпкалатнă. Станислав Елисеевпа Леонид Головин уй-хирте тăрăшаççĕ. Икĕ механизатор та Т-150 йышши тракторсемпе БДМ 3х4 дискаторпа тухăçлă усă кураççĕ. Çывăх вăхăтра уйра кĕрхи культурăсем акакан агрегатсен сасси янăрĕ. Çитес çулхи тухăçшăн кунта 550 гектар акма палăртнă.
Сăнÿкерчĕкре: Станислав Елисеев механизатор.