10 августа 2016 г.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - 2015 çулта ĕçленĕ пенсионерсем кăçалхи çурла уйăхĕнчен страховани пенсине пысăклатнă виçепе илме пуçлаççĕ.
Ватлăх тата инвалидлăх укçин страховани пайĕн виçине заявлени памасăрах, хăй патĕнче вăй хуракан гражданиншăн ĕçпе тивĕçтерекен 2015 çулта тÿленĕ тата малтанхи шутлавсене кĕртмен взноссене тĕпе хурса, палăртаççĕ. Çапла майпа пенси хушăмĕ кашни çыннăн тĕрлĕрен пулать. Федерацин 2013 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнчи «Страховани пенсийĕсем çинчен» 400-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн чи пысăк ÿсĕм пенсин 3 балĕпе е 222,81 тенкĕпе танлашать.