10 августа 2016 г.
1713 çулта I Петĕр патша указĕпе Волконский кнеçĕн канцелярине туса хунă. Взятка илни, хысна укçине вăрлани, службăри ултав - çĕнĕ тытăм çакнашкал преступленисене тĕпчессишĕн яваплă пулнă.
Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн ĕçченĕсем халĕ те йывăр преступленисене тĕпчеççĕ. Çынсене вĕлернине, вĕсене ирĕксĕрленине, вăрлассине, çынсемпе суту-илÿ тунине, мăшкăлланине, ĕç укçине вăхăтлă тÿлеменнине, ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăснине, коррупци сĕмĕллĕ РФ Уголовнăй кодексĕн 140 ытла статйисенче палăртнă преступленисене тĕпчесси яланах тĕп вырăнта.
Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ 2016 çулхи 6 уйăхра уголовнăй 39 ĕçе тĕпченĕ, преступниксем кÿнĕ тăкака - пурĕ 4932 пин тенкĕлĕх тупса палăртнă, шыраса илнĕ.
Çавăн пекех следстви пайĕн сотрудникĕсем çынсен 40 ыйтăвне тишкернĕ, 38 çынна хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Çынна вĕлернĕ 3 тĕслĕхе тĕпчессине вĕçленĕ. Çул çитмен ачасене хирĕçле тунă, коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртасси, должноç полномочийĕсемпе киревсĕр усă курнине тĕпчесси те яланах тĕп вырăнта.
А.ИВАНОВ,
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн начальникĕ, юстици майорĕ.