10 августа 2016 г.
Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Чăваш Енри шыв объекчĕсенче пулнă 36 инкеке шута илнĕ.
Июльпе август уйăхĕсенче сывлăш температури вăтăр градус ытла вĕри тăрать. Кун пек çанталăкра нумайăшĕ кÿлĕ хĕррине васкать, унта ишсе-чăмпăлтатса кĕлеткене уçăлтарма тăрăшать. Пĕр тесен шывра ишни çан-çурăма тĕреклетет, иммунитета ÿстерет. Анчах тепĕр чухне пĕве-кÿлĕре шыва кĕни пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине асра тытмалла.
Чуна ыраттараканни - ырă кăмăл-шухăшпах шыва кĕрсе уçăлас текенсем шывра путса вилни. Кун пек инкек-синкек пирĕн районтан та пăрăнса иртмерĕ: районти пĕр ача ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ.
Шăрăх кунсем тăраççĕ. Апла пулсан шыва кĕмелли сезон та тăсăлать. Çавăнпа та шыва кĕнĕ чухне питĕ асăрхануллă пулмалла. Ачасене çыран хĕррине пĕччен ямалла мар. Аслисен те ÿсĕрле шыва кĕме юрамасть. Республикăра путса вилнĕ çынсенчен ытларахăшĕ шыва ÿсĕрле кĕнине палăртаççĕ. Яланах пурин те шывăн турачĕ çук тенине асра тытасчĕ.
А.КЛЕМЕНТЬЕВ.