10 августа 2016 г.
Елчĕк ялĕнчи Комсомол урамĕнче тĕпленсе пурăнма пуçланăранпа утмăл çул та иртнĕ Настя аппан. Ял çыннисем хисеплесе çапла ăшшăн чĕнеççĕ ăна. Ватлăх енне утнă май аллине туя тытма тиврĕ пулсан та илемлĕ урам тăрăх уçăлса çÿреме кăмăллать. Елчĕк ялĕ çулсерен хитреленсе пынăшăн хĕпĕртет.
Вăхăт серепинчен пăрăнса иртеймĕн, этем ĕмĕрĕ хăналăх евĕр шуса иртет. Хăй сакăр теçетке çула хыçа хăварнине те сиссе юлаймарĕ Анастасия Ишмуратова. Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕрен каялла çаврăнса пăхма вăхăчĕ те пулман. Шав малалла ăнтăлнă. Пĕр тесен иртсе кайнă кунсемшĕн кулянса та лармалла мар. Пурнăçа ахаль ирттермен ĕç ветеранĕ.
Анастасия Ишмуратовăна район центрĕнче палламан çын та çук тăр. 1968 çултан пуçласа 1996 çулччен Елчĕк ветеринари лабораторийĕн лаборанткинче ĕçленĕ вăл. Пенсие тухсан тата пилĕк çул такăрлатнă юратнă ĕçе.
Анастасия Ишмуратова /хĕр чухнехи хушамачĕ Кузнецова/ Вăрăмхăва ялĕнче çуралса ÿснĕ. Лаш Таяпари вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Пăвари зооветеринари техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Çамрăк специалист алла диплом илнĕ хыççăн районти «Красное знамя» колхоза ветеринари фельдшерĕ пулса ĕçлеме килнĕ.
Вăр-вар та çивĕч, пысăк тавра курăмлĕ хĕре Тăрмăшпа Хĕрлĕçыр çамрăкĕсем тÿрех хуçалăхри комсомол организацине ертсе пыма шаннă. Унтан тăрăшуллă пикене ВЛКСМ райкомĕн инструкторне, унтан иккĕмĕш секретарьне лартнă. Çивĕч комсомолка çитмен ял юлман районта. Каçхи пухусене, мероприятисене çитнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çулĕсенче çамрăксем пушă вăхăта интереслĕ те усăллă ирттернĕ. Хуçалăхра пĕр-пĕринпе ăмăртса вăй хунă. Ял çамрăкĕсемпе пĕр чĕлхе тупнă Анастасия Анатольевнăна каярахпа КПСС райкомĕн статистик тивĕçне пурнăçлама шаннă.
Пултаруллă хĕре Елчĕк каччи куç хывнă. Анатолий Ишмуратовпа çемье çавăрсан Анастасия хăй суйласа илнĕ профессипе ĕçе вырнаçнă. Елчĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ветеринари фельдшерĕ профсоюзăн вырăнти комитетне ертсе пынă. Сакăр çул хушшинче кунти аптека заведующийĕ, кассир тивĕçне те чыслăн пурнăçланă. Коллективри харсăр ĕçчене ялхуçалăх ĕçченĕсен профсоюз обкомĕн членне те суйланă. Юрă-ташăра та маххă паманскер, смотр-конкурссене хутшăннă, спектакльсенче вылянă.
Ĕçри хастарлăхшăн панă наградăсем сахал мар Анастасия Ишмуратован. Комсомолта ĕçленĕ чухне панă Хисеп грамотисем нумай. Çавăн пекех профсоюз ĕçĕнче тунă кăтартуллă ĕçсемшĕн панă Тав хучĕсем те пур. Коммунизмла ĕç ударникĕ ята та тивĕçнĕ Анастасия Анатольевна. «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕç ветеранĕ» медальсене те харсăр хĕрарăм шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнипе çĕнсе илнĕ.
Общество пурнăçĕнчен пăрăнман Анастасия Анатольевна паян та пенсионерсен районти канашĕн членĕ.
Анастасия Анатольевнăпа Анатолий Александрович виçĕ ачана çут тĕнче парнеленĕ. Шел, мăшăрĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ унăн. Халĕ Наççа аппа ачисемпе, пилĕк мăнукĕпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе киленсе пурăнать. 80 çул тултарнă май ăна ывăлĕсемпе хĕрĕ, кинĕсемпе мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем, çывăх тăванĕсем юбилей кĕрекинче саламлаççĕ, ырлăх-сывлăх сунаççĕ. Ишмуратовсен аслă ывăлĕ, Валерий, Афганистан вăрçинче паттăрлăх кăтартнă. Амăшĕ вăл салтакра чухне çĕре куç хупмасăр ирттернĕ. Маттур пăянамăшĕпе пĕр чĕлхе тупнă Тамара кинĕ. Галя хĕрĕ Шупашкарта тымар янă. Воспитательте ĕçлет. Кĕçĕнни, тĕп килте тымар янă Александр, нумай çул районти статистика управленинче тăрăшрĕ. Халĕ Мускава ĕçе çÿрет. Валя кинĕшĕн те Настя аппа чи хисеплĕ çын.
Анастасия Ишмуратова кÿршĕ-аршăпа та килĕштерсе пурăнать. Ун çинчен усал сăмах илтмен халĕччен.
В.АЛЕКСЕЕВА.
Сăнÿкерчĕкре: А.Ишмуратова.