Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕлĕнмелли пайтах

10 августа 2016 г.

Эпир хамăр çемьепе культурăллă канма, паллă вырăнсене тухса çÿреме питĕ юрататпăр.

Хальхинче икĕ çăмăл машинăпах Лаш Таяпа ялне çитсе килтĕмĕр. Чи малтанах акар йыттисен питомникĕнче пултăмăр. Пире унăн ертÿçи Леонид Князев питĕ кăмăллă кĕтсе илчĕ. Ĕçĕ нумай пулсан та хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарса, кăтартса çÿрерĕ.

Акар йыттисемпе вĕсен çурисене, кашкăрсене, тĕрлĕ ăратлă урхамахсене курнине, кану кĕтесĕнче çĕр-çĕр экспонатпа паллашнине манма çуках. Пирĕн анне-атте, асатте-асанне килте усă курнă япаласене эпир чылайăшне халĕччен нихăçан та курман.

Территорире тĕрлĕ чечек, йывăç ешерет. Кашни япала хăй вырăнĕнче. Кунтах илемлетнĕ пусă, ăна хирĕçри кÿлĕре кайăк кăвакалсем ишсе çÿреççĕ. Кунтах вылямалли площадка та пур. Чăннипех хаваслă та усăллă кантăмăр.

Çавăн пекех çак ялти чиркÿре те пултăмăр.  Силуан атте  пире шкулти музейпа та кăмăллăн паллаштарчĕ. Музей питĕ пуян. Силуан атте тăрăшнипе кунтах чиркÿ историйĕн кĕтесне те йĕркеленĕ. Тĕлĕнмелли, курмалли пайтах пулчĕ. Таçта инçетре пулса курни аван, çапах хамăр тăрăхри паллă вырăнсемпе те мăнаçланас килет.

Кира БЫКОВА.
Елчĕк шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика