10 августа 2016 г.
Çапла çирĕплетет Патăрьелĕнчи «Сирĕн тухтăр» центр ертÿçи Д.З.Гайнуллина гирудотерапевт.
Темиçе çул каялла, Мари республикинчи санаторире кану вĕçленнĕ чухне, пĕр тухтăр пиявка /чăваш сăмахлăхĕнче ăна сĕлĕх тесе палăртнă/ лартса чирлĕ çынна сисĕмлĕ пулăшу пама, хăш-пĕр чиртен йăлтах хăтарма май пурри çинчен каласа кăтартнăччĕ. Çавăнтах темиçе çын ун патĕнче сипленме килĕшрĕç. «Питĕ шел, манăн ыранах киле таврăнмалла», - терĕм ăшăмра сĕлĕх сăххине хам çинче тĕрĕслеме вăхăт çитменнишĕн пăшăрханса.
- Эсир çĕнĕлĕх сиплевне вĕренсе лицензи илнине пĕлтĕм те тÿрех сирĕн пата килме шутларăм, - çак сăмахсенчен пуçланчĕ хам унчченех лайăх пĕлнĕ, нумай çул Патăрьел больницинче ĕçленĕ тата районти профилактори ертÿçинче тăрăшнă опытлă терапевтпа.
Д.З.Гайнуллинăна, Хусанти медицина институтне вĕренсе тухсан, Чăваш Ене янă. Патăрьелĕнче 30 çул ытла. Хастар ĕçшĕн нумай-нумай наградăна, çав шутра РФ сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотине те тивĕçнĕ. Ăна темиçе хутчен те Патăрьел район Канашĕн депутатне суйланă.
- Тÿрех калатăп, сĕлĕх сăхтарни пурне те юрамасть, - ăнлантарать Дильбар Зардыновна. - Калăпăр, аталаннă усал шыçă е гемоглобин пĕчĕк пулсан. Анчах вăл ытларах çынна тĕлĕнмелле пысăк усă кÿрет. Çак чĕрчун ÿт çине 1,5 миллиметр таран тирĕнсе ларать те çын организмĕнчи чирпе çыхăннă юна ĕмсе илсе, хăйĕн сĕлекине /унта çĕр ытла сиплĕ компонент шутланать/ вырнаçтарать. Шăпах çакă витĕмлĕ сиплев кÿрет те: юн çулĕнчи чăрмавсем /тромб тетпĕр ăна/ арканма, ÿт-пÿ тытăмĕ /тканьсем/ çĕнелме пуçлаççĕ, çĕнĕ капиллярсем çуралаççĕ. Çапла майпа хăйне япăх туяканăн организмĕ çĕнелсе ылмашăнать, çын темиçе сеанс хыççăнах хăйне лайăх туйма пуçлать: пуç ыратни, пилĕк-çурăмпа ал-ура сурни майĕпен манăнма пуçлать, час-часах çав йывăрлăхсем яланлăхах иртеççĕ. Акă, нумаях пулмасть пирĕн патăмăрта çурăм тата купарча шăммисене хытă сиенленĕ вăтам çулсенчи Исемпел чăвашĕ пулчĕ. Хăй каланă тата больница картти тăрăх таçта та сипленнĕ вăл. Анчах уссине туйсах кайман. Темиçе хут пиявкăсем лартнă хыççăн вара савăнсах самай çăмăлрах пулнине пĕлтерчĕ.
- Пирĕн шутпа, ун пек пулсан ытти чирсем те кăштах аяккалла тараççĕ? Пĕр чир теприне, иккĕмĕшĕ - виççĕмĕшне çуратать, тетĕр вĕт-ха эсир, тухтăрсем...
- Чăннипех те çапла. Пĕр чир аталанăвне чарсан тепĕр ыратаканни те тамалать. Юн куçаслăхĕ лайăхланни, унăн пусăмĕ йĕркене кĕни хăй кăна та çын кăмăл-туйăмне çĕклет. Сĕлĕх лартни /гирудотерапи/ çакна тума пултарниех геморрой, варикоз, атеросклероз, тромбофлебит, стенокарди, экзема, подагра, шалти миома, простатит, пиелонефрит тата ытти чылай чир аталанассине пÿлсе хурать тата ирттерсе яма пулăшать. Чăн та, хăш-пĕр чухне тĕрлĕ вăхăтран хушма сеанссем ирттерме, çапла вара сиплеве çирĕплетме тивет.
Çакна та каласа хăварасах тетĕп: эпир сиплеве комплекслă йĕркелеме тăрăшатпăр. Калăпăр, хăш-пĕр пациентсене пиявка лартнă хушăрах магнитотерапи пулăшăвĕ паратпăр. Çавна май кашни çынах пирĕн патăмăртан лайăх кăмăлпа, тав туса тухса каять. Процедурăччен тата сиплев хыççăн хăтлă пÿлĕмре хамăр хатĕрленĕ сиплĕ чей ĕçни, экран çинче чуна кантаракан çемĕ итлени тата канлĕх кÿрекен ÿкерчĕксем курни те ырă канăç парать.
- Сĕлĕх-сиплевçĕне хăвăр ĕрчететĕр-и?
- Çук. Ăна Мускав çывăхĕнчи биофабрикăра туянса кÿрсе килетпĕр. Пиявка хăйĕн ĕçĕпе вĕлле хуртне аса илтерет. Çавна май унпа пĕр çын çинче кăна усă куратпăр, кайран пациент куçĕ умĕнчех уйрăм савăта ярса пĕтеретпĕр. Каçарăр та, эсир хăвăра мĕнле туятăр; Çур пуçламăшĕнче сипленнĕччĕ вĕт-ха.
- Çапла. Ытти çулсенче çур вĕçнелле организм самаях хавшатчĕ, пилĕк-çурăм, пуç ыратни аптăратсах çитеретчĕ. Кăçал... Ăнсăртран мотоблокпа пысăк пахча та сухалама лекрĕ. Çулне кура - çăмăлах пулмарĕ, паллах. Анчах, Турра шĕкĕр, икĕ-виçĕ кунтан пĕтĕмпех уçăлса çитрĕм.
«Сирĕн пата епле черете çырăнмалла тата килмелле?» - тесе ыйтаççĕ чылайăшĕ.
- Малтан 8-903-063-70-64 номерпе шăнкăравласан, канаш ыйтсан аванрах. Анчах кирек кам та хăйĕнпе пĕрле сиплев карттине илсе килмелле. Чир е ытти ырату историне тĕпчени пире сиплев вăхăчĕпе меслетне тĕрĕс палăртма май парать. Пирĕн центр Ленин урамĕнчи 34-мĕш çуртра вырнаçнă. Пурте пĕлекен Перекет банкĕнчен 200-300 метрта анчах.
Анатолий ТИМОФЕЕВ.
Сиплев центрĕнче сывалнисен хаклавĕнчен:
Александр Григорьев, предприниматель /Елчĕк ялĕ/:
- Ыйхăсăр аптранипе тарăхаттăм. Халĕ выртсанах çывăрса каятăп. Ирпе çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа, ĕçлес туртăм пысăк пулнипе вăранатăп. Урасем йăлтах ыратма пăрахрĕç. Çывăх вăхăтра мăшăрăма та сиплев курсне ярас шухăш пур.
Галина Такташкина, пенсионер /Шăмăршă ялĕ/:
- Юн тымарĕсем пĕрре те канăç памастчĕç, пуç ыратнипе хытă аптăраттăм. Сиплев хыççăн хама çăмăл туятăп. Дильбар Зардыновнана пысăк тав.
Хĕрĕх тăваттăри хĕрарăм /чирĕ пирки тата ятне калама хушмарĕ/:
- Тухтăр чире палăртсан, хуйхăпа, операцие епле ирттерĕп-ши, тесе асаплантăм. Халĕ, мухтав Турра, ăна-кăна туймастăп. Дильбар сĕнĕвне шута илсе çур çултан тепре тĕрĕслеттерес тетĕп. Кирлĕ пулсан, тепĕр сеанса пĕр иккĕленмесĕр çÿретĕп.
Д.З.Гайнуллина тухтăр гирудотерапевтăн пĕтĕмлетĕвĕ:
- Пиявкăпа сиплеме вĕренсе лицензи илнишĕн савăнатăп. Çулталăкрах çĕр-çĕр çынна самай çăмăлланма е пĕтĕмпех сывалма пулăшни - маншăн та, пациентсемшĕн те чăн телей.