Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ самана çĕнĕ стандартсем ыйтать

06 августа 2016 г.

Çĕнĕ самана çĕнĕ стандартсем ыйтать

Районти вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илнине тĕрĕслес тĕллевпе çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Леонард Левый, вĕренÿ пайĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов ертсе пыракан ушкăнсем районти вĕренÿ учрежденийĕсене çитсе курчĕç, коллективсен ĕçне хакларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пыракан ушкăн малтанах Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн кĕçĕн классене вĕрентекен «Паха пĕлÿ» çуртĕнче пулчĕ. Юлашки çулсенче асăннă шкулта ачасене чăннипех те паха пĕлÿ, вĕренме тивĕçлĕ услови туса парас тĕллевпе сахал мар ĕç пурнăçланă. Классемпе коридорсене çутă тĕссемпе сăрлани, çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарни хăех хăтлăх кĕртет. Хăй вăхăтĕнче ашшĕ-амăшне самаях хумхантарнă çитменлĕхсем: пĕчĕк ачасем çумăрлă-юрлă çанталăкра та туалета урама чупни, вĕри апат вырăнне чейпе булка кăна çикелени те тахçанах манăçнă. Çутă столовăй, ăшă пÿлĕмсем паян - ачасемшĕн тивĕçлĕ условисем. Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ, районти психологипе педагогика тата медицинăпа социаллă пулăшу кÿрекен центр та çак çуртрах вырнаçнăран кунта сахал мар çын килсе çÿрет. Пырса кĕрсенех урайĕнчи сăрă бетон плитасем кăна çурта тĕксĕмлĕх кĕртнине палăртрĕç комисси членĕсем.

Район центрĕнчи «Шевле» ача сачĕ паянхи ыйтусене мĕнпур енĕпе тивĕçтерекен шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийĕ темелле. Уçнăранпа виçĕ çул иртнине пăхмасăр мĕнпур япала çĕнĕ те таса, тирпейлĕ. Ачасене аталанма кунта пурте пур: вылямалли тата çывăрмалли хăтлă пÿлĕмсем, музыка залĕ, спорт пÿлĕмĕ… Урамри пысăк территорине те садик коллективĕ тĕллевлĕ усă курать, вылямалли площадкăсемсĕр пуçне тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнтермелли, ачасене çул-йĕр правилисене вĕренме хăнăхтаракан лаптăксем те пур. Видеосăнав та вырнаçтарнă. «Шевлери» воспитательсен тăрăшуллă ĕçне те шута илес пулсан кунта юратнă тĕпренчĕкÿ валли районти чи лайăх вырăн тесе çирĕплетме пулать. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ районти ача сачĕсенче кунашкал условисем пуррине пĕлмест те пулĕ.


Районта 16 шкул, 4 ача сачĕ тата хушма пĕлÿ паракан 3 учреждени шутланать. 2016-2017 çулхи вĕренÿ çулĕсенче, маларах палăртнă тăрăх, районти шкулсене 1971 ача килмелле, вĕсенчен 180-шĕ – пĕрремĕшсем.


Лайăххи хыççăн тÿрех тепĕр тĕрлине курнăран-и, Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çитсен нумайăшĕн кăмăлĕсем хуçăлчĕç. Районти чи пысăк та пуян ялсенчен пĕринче, паллă ăсчахăмăр Геннадий Волков ячĕпе хисепленекен  шкулта урăхларах условисем пулмалла пек. Хальхи вăхăтра шкулта санитарипе техника пÿлĕмĕсене хутса ăшăтмалла тăвассипе ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ, вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле юсав пĕтмелле. «Березка» ясли-садра нимле лайăх улшăну та курманран шăпăрлансен ашшĕ-амăшне «Шевлепе» çеç паллаштарас килчĕ.

Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул районти пĕртен-пĕр йывăç шкул. Çавна май тĕрĕслев органĕсем тăтăш улшăнусем ирттерме хистеççĕ. Асăрхаттарусене пурне те тÿрлетсе пыраççĕ кунта, шыв ăшăтмалли системăсене те вырнаçтарнă, сусăр ачасене кĕрсе çÿремелли пандус та пур. Анчах та Роспотребнадзор специалисчĕсем хальхинче те урамри туалетпа кăмăлсăр юлчĕç - çĕнĕ самана çĕнĕ стандартсем ыйтать. Шкул ачисен вĕренÿри тата спортри çитĕнĕвĕсем начар мар, классенче ик-виç парта ларни кăна чуна ыраттарать. «Йывăç çуртра сывлăш уçă, çавăнпах пирĕн ачасем те сывлăхлă», - пĕлтерчĕç вĕрентекенсем. Ку чăнах та çапла пулĕ, анчах та паянхи  шкул ачишĕн кунти условисем кивелнĕ ĕнтĕ.

Шкулсенчи ăшăтакан системăсене тĕрĕсленĕ май темиçе вĕренÿ учрежденинче «урама ăшăтакан» пăрăхсене курма тÿр килчĕ. Çак тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕн Николай Миллинăн сăмаххи çирĕп пулчĕ: «Хăçан тăкаксене шутлама вĕренĕпĕр?»

Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул самана уттинчен юлмасть. Шкул территорине пырса кĕрсенех чечексен илемĕпе тирпейлĕх кăмăла çĕклет. Урăх нихăш шкулта та асăрхаман уйрăмлăх – пÿлĕм ячĕсене пурне те чăвашла тата вырăсла çырса тухни хăйех тăванлăха хисепленине кăтартать. Вĕрентекенсемпе уçă  калаçу ирттернĕ май вĕсен ĕçлес хавхаланăвĕ пысăкки курăнчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Леонид Кошкинпа вырăнти хуçалăх ертÿçи Юрий Лапшин та тĕл пулăва килни  шкул  малашлăхĕ вĕсене те интереслентерни палăрчĕ. Вĕрентекенсем шкул чÿречисене пластиклисемпе улăштарас кăмăллине пĕлтерчĕç, анчах укçа-тенкĕ çителĕксĕрри яланах ура хурать. Капиталлă юсав программине çак ыйтăва кĕртессине асăннă шкулта çеç мар кĕтеççĕ.

Курнавăшри тата Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем паян иккĕшĕ те вăтам шкул статусне сыхласа хăварассишĕн тимлеççĕ. Курнавăшсене, паллах,професси класĕсем пурри пулăшаççĕ. Шкул директорĕ Петр Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче те 9 ача вăтам пĕлÿпе пĕрлех «Автомобиль водителĕ» тата «Тракторист» профессисене вĕреннине ĕнентерекен документсем алла илнĕ. Шкулсем вĕренÿ çулне хатĕр, классемпе коридорсене çĕнĕ сăн кĕртес тĕлĕшпе шкул коллективĕсем сахал мар ĕç пурнăçланă.

Çĕнĕ Пăвари «Илемпи» ача садне хута янăранпа 10 çул иртрĕ. Ачасен пÿлĕмĕсем таса та тирпейлĕ, урамри площадкăсене вара çулсерен çĕнетсе пыраççĕ. Акă, кăçал та Алексей Ласточкин ентеш пулăшнипе 100 пин тенкĕлĕх вылямалли тата сывлăха çирĕплетмелли комплекс вырнаçтарнă.

Роспотребнадзор, патшалăхăн пушар асăрхавĕн специалисчĕсем хăйсен енчен пысăках мар асăрхаттарусем панине шута илмесен район администрацийĕн пуçлăхĕ ертсе пыракан ушкăн, пĕтĕмĕшле илсен, шкулсем тата ача сачĕсем вĕренÿ çулне хатĕррине палăртрĕ.

Е.ИГНАТЬЕВА.

Сăнÿкерчĕкре: «Шевле» ача садĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика