Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутат пулма кандидата тăратнисем хушшинче судпа айăпланнисем тата «йĕкĕрешсем» те пур

06 августа 2016 г.

Депутат пулма кандидата тăратнисем хушшинче судпа айăпланнисем тата «йĕкĕрешсем» те пур

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутата суйлама кандидата тăратмалли процесс вĕçленчĕ. Общество шухăш-кăмăлне тĕпчекен центрсемпе фондсем хăйсен ыйтăмне ирттерсе хăш-пĕр кăтартусем çинчен те пĕлтерчĕç. Çакă сенсацисĕр те иртмерĕ.

Çакна палăртар: Патшалăх Канашне регистрациленме 8 парти документсем хатĕрлесе тăратнă: «Единая Россия», ЛДПР, КПРФ, «Справедливая Россия», «Яблоко», Раççейри пенсионерсен тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекен партийĕ, «Патриоты России» тата «Гражданская Платформа». Партисем пурте «йывăрăшпе» тата халăх вĕсене пĕлнипе уйрăлса тăраççĕ, анчах та кун çинчен каярахпа калаçăпăр.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне суйлама пĕр мандатлă округсенчен тăратнă кандидатсем хушшинче пысăк конкуренци пуласси халех паллă. 22 округ тăрăх 140 кандидат тăратнă. Вĕсенчен 29-ĕшĕн кандидат пулма 1000 ытла çынна алă пустармалла. Çакна пурнăçлама пĕрре те çăмăл мар.

Суйлав умĕнхи таса мар технологисем те ĕçе пуçăнчĕç. Сăмахран, пĕр округра «Единая Россия» парти тăратнă Роман Каляевпа унпа пĕр ятлă хушаматлă çынна - суйлавçăсене пăтраштарас тата вĕсен сассисене сапаласа ярас тĕллевпе - кандидата «чышнă». Телее, суйлав комиссийĕ тимлĕ пулнипе пăтăрмахлă ĕçе çийĕнчех чарса лартнă. Регистраци тума кирлĕ алă пуснисен пысăк пайĕ суя пулнă. Е, урăхла каласан, «сăрласа» хунă хушаматсем. Çакна МВД эксперт-графологĕсем те çирĕплетнĕ. Кандидат-«йĕкĕреш», пирĕн шутпа, суйлав умĕнхи кĕрешÿрен тухса ÿкет.


Çапла вара, «Справедливая Россия» партин кашни 4-мĕш кандидачĕ - судпа айăпланнă.


Патшалăх Думине кĕрессишĕн 17 парти тăрăшать. Чăнах та, пурне те регистрацилемĕç, анчах та цифра шухăша ярать. Парти списокĕсемсĕр пуçне, партисем хăйсен кандидачĕсене пĕр мандатлă округсенче те тăратнă. Сăмахран, Чăваш Енре Патшалăх Думин депутачĕн мандачĕшĕн 37-мĕш Канаш суйлав округĕпе 13 çын, 38-мĕш Шупашкар суйлав округĕпе 15 çын кĕрешет. Çак тапхăрта общество шухăшне пĕлес активлăх ÿсет. Социологсем политика партийĕсен малтанхи çул-йĕрне хаклаççĕ. Сăмах май, пĕр кăсăклă самант. «Левада-центр» партисен списокне таçтан шутласа кăларнă Çамрăксен партине те кĕртнĕ. Çак пурнăçра çук парти ытти партисенчен те нумайрах сасă пуçтарнă. Сăмахран, «Гражданская Платформа» унран та сахалрах сасă пухнине палăртнă.

Пур ыйтăмра та «Единая Россия» парти малта пырать. «Левада-центр» пĕлтернĕ тăрăх, çак партишĕн сасăлама ыйтăма хутшăннă 57 процент çын паянхи кун тĕлне хатĕр. Суйлавçăсенчен 15-шер проценчĕ вара ЛДПР тата КПРФшăн сасăласшăн. «Справедливая Россия» парти те Патшалăх Думине лекме пултаракан сасăпа – халăхăн 5 проценчĕ уншăн сасăласшăн. Çак партие кăмăллакансенчен чылайăшĕ «Единая Россия» партие куçнипе çыхăнтарма пулать çакна. Чăваш Енри Патшалăх Канашне суйланакан кандидатсен списокĕнче судпа айăпланакансем çуккипе ăнлантарма пулать. ЛДПР тата «Единая Россия» партисене тăратакан кандидатсем хушшинче судпа айăпланакансем пулман. Анчах та «Справедливая Россия» партин списокĕнчи çичĕ кандидат - судпа айăпланнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшне пĕр мандатлă округпа тăратнă, вĕсен хисепĕ – 22. Çапла вара, «Справедливая Россия» партин кашни 4-мĕш кандидачĕ - судпа айăпланнă. КПРФ партийĕнче тăракансенчен виççĕшĕ унччен суд тенкелĕ çинче ларнă. Çакăн пек кандидатсем халăхра чыслă пуласси пирки, паллах, иккĕленÿ çуралать. Анчах мĕншĕн ырă ят-сумлă кандидатсем тупăнман - ăнланмалла мар.

Экспертсем маларах та «Справедливая Россия» партие суйлавра çăмăлах пулас çукки пирки каланă-ха. Тĕрлĕрен хирĕçÿ кăларса тăратакан политиксем те партие ырă ят параймаççĕ ĕнтĕ. Хирĕçÿсем вара федераци шайĕнче те, пирĕн Чăваш Енре те пулман мар. Вĕсен вырăнне биографийĕнче тĕттĕм пăнчăллă çынсем килеççĕ. Çакнашкал лару-тăрура çак партие халăх килĕштерессине шанма йывăр.

 

 

 

 

 

 

Опрос проведен АНО Левада-Центр (г. Москва) 22 – 25 июля 2016 года по репрезентативной всероссийской выборке городского и сельского населения среди 1600 человек в возрасте 18 лет и старше в 137 населенных пунктах 48 регионов страны. Исследование проводится на дому у респондента методом личного интервью. Распределение ответов приводится в процентах от общего числа опрошенных вместе с данными предыдущих опросов. Опрос проведен по собственной инициативе АНО «Левада-Центр». Публикация осуществлена по инициативе редакции.

Статистическая погрешность при выборке 1600 человек (с вероятностью 0,95) не превышает:
3,4% для показателей, близких к 50%
2,9% для показателей, близких к 25%
2,0% для показателей, близких к 10%
1,5% для показателей, близких к 5%

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика