06 августа 2016 г.
«Влаç органĕсемпе обществăлла организацисен тĕп задачи çемьесене малашне те çирĕплетесси, хÿтĕлесси, çынсен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатасси пулса тăрать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче республикăри юстици министрĕ Н.Прокопьева хăйĕн докладĕнче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле тĕплĕн çутатнă. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ЗАГС органĕсем илĕртÿллĕ залсенче çемьесене чысласа 1000 ытла мероприяти ирттернĕ. Иртнĕ çул çак кăтарту 3000рен те иртнĕ. Вĕсенче çĕнĕ çемье йĕркелекенсене, юбилярсене, нумай ачаллă мăшăрсене чысланă, икĕ, виçĕ, тăватă ăру çыннисене сумланă. Çавна май пĕлтĕр, виçĕмçулхипе танлаштарсан уйрăласси 17 процент /818/ чакнă. Лайăх енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Раççей Федерацийĕпе илес пулсан кашни 1000 çын пуçне кăçалхи çур çулта 4,1 уйрăлу, Чăваш Енре вара çак кăтарту 3,3 танлашнă.
Чăваш Республикинче çемьесем çирĕп пуласси патшалăх политикине тĕрĕс тытса пынинчен килнине çак кăтартусем çирĕплетеççĕ те.