Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван яла чун туртать

06 августа 2016 г.

Тăван яла чун туртать

Александр Светопольский Курнавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хула пурнăçне килĕштермен вăл, тăван тăрăхра тĕпленме шухăшланă.

2001 çулта шкул пĕтернĕ хыççăн Мускава ĕçлеме каять, унтан таврăнсан тÿрех «Нива» ЯХПКна ĕçе вырнаçать.

- Тăван кил, тăван кĕтес патне чун туртать, - тет пултаруллă çамрăк. Александр ACROS-530 комбайнпа хăй кăмăлланă ĕçĕнче 2008 çултанпах вăй хурать. Мĕн пĕчĕкренех техникăна юратнă Саша унтан уйрăлма та шухăшламан. Ашшĕ те ачаранах уй-хир ĕçĕсене хăнăхтарнă ăна. Халĕ пултаруллă комбайнера кун çути панă ашшĕпе амăшĕ - сумлă пенсионерсем.

Хăйне пулăшаканĕпе, Валерий Вениаминович Николаевпа, чылай çул пĕрле ĕçлеççĕ. Саша ун пирки хальхинче те ырăпа аса илчĕ. Хăй вара механизаторсем ăмăртăвĕнче яланах малти. Районти комбайнерсем хушшинче «Вырма чемпионĕ» ята тивĕçнĕ.

Çамрăк комбайнер çемьеллĕ ĕнтĕ.

- Хула пурнăçне килĕштерместĕп, тăван çĕр сĕткенĕ вăй-хăват хушать, хавхаланса ĕçлеме хистет, - кăмăллăн калаçрĕ Александр. Мал ĕмĕтлĕ çамрăка  малашнехи  çак çăмăл мар ĕçре çитĕнÿсем тума, малалла та çавăн пек хăйĕн чысне районта çеç мар, республика, Раççей шайĕнче хÿтĕлеме ăнăçусем сунатпăр.

Татьяна ИШМУРАТОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика