Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусем пулаççĕ

06 августа 2016 г.

Водитель удостоверенине илес тĕлĕшпе кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен мĕнле çĕнĕлĕхсем пулĕç?

Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен водитель правине илнĕ çĕрте хăшпĕр улшăнусем пулаççĕ.

Вĕсем çул-йĕр правилисене вĕренессине те, автомобиле çÿретессине те тивеççĕ. Калăпăр, хальлĕхе курсантăн экзаменра 20 ыйтуран 2 йăнăш тума юрать пулсан, сентябрĕн пĕрремĕшĕнчен кашни йăнăш тумассерен  çак темăпах хушма пилĕк ыйту параççĕ. Каллех йăнăшрĕ пулсан, тата 5 ыйту. Малашне тĕп ыйтусенче те, хушма ыйтусенче те йăнăш тума юрамасть.  Унсăрăн экзамена тепĕр хут тытма лекет. Пĕр ыйту çине хуравлама 1 минут вăхăт параççĕ. 

Практика пайĕнче те çĕнĕлĕхсем нумай. Халĕ курсантсем эстакада, каялла парса «гаража кĕртесси», «çĕлен» элеменчĕсене параççĕ пулсан, çĕнĕ регламент тăрăх çаксен çумне автомобиле 90 градуса пăрасси тата парковкăласси хутшăнать. Кашни элемента пурнăçлама пурĕ 2 минут вăхăт парăнать. Енчен те курсант автомобиле 30 çеккунт хушшинче тапратаймарĕ пулсан, ăна çак элементсене пама та кĕртмеççĕ. Çаплах вăл «стоп-линирен» 1 метр инçетрех чарăнсан, эстакада çинче 30 сантиметртан ытларах каялла чаксан, экзамена парайман шутланать.

Сăнавăн хула пайĕ те йывăрланать. Хирĕç ен юхăмĕн тăрăхне тухни, хĕрлĕ çутă урлă каçни, ытти автомобильсене тата çуран çÿрекенсене чăрмав кăларса тăратни палăрсан, экзамен йышăнаканăн кăтартăвĕсене пăхăнмасан штрафлă 5 балл лартаççĕ, ку вара экзамен парайманнине пĕлтерет. Штрафлă 3 бала тивĕçсĕр чарăннăшăн, ытти автомобильсем хускалса каясса  кĕтмесĕр çул кĕтессине тухнăшăн, хăрушсăрлăх ременьне çаклатманшăн илме пулать. Штрафлă 1 балл автомобиль куçкĕскинчен пăхмасăр çул çине тухнăшăн, сасартăк тормоз çине пусса чарăннăшăн тата двигатель сÿнсе ларнăшăн парăнать.

Çак çĕнĕлĕхсем автошкулсен «кĕсйине те çапаççĕ». Вĕсен автодромĕсенче хушма элементсем валли асфальтланă çул тума тÿрĕ килет. «Çĕлен» элементĕнче ĕлĕкхи пек çул çине «фишкасем» кăна лартса тухни çитмест, вĕсене зигзаг евĕр вырнаçтарса, хушшисенчен пăрăнса çÿрессишĕн çул çине «разметка» тумалла пулать. Çак ыйтусене пурнăçламан автошкулăн вĕрентес ĕç-хĕлне чараççĕ.

А.АДЮКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика