06 августа 2016 г.
Район прокуратури вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр граждансене ĕçсĕр тесе шута илни тата вĕсене ĕçсĕрлĕхшĕн пособи тÿленин саккунлăхне тĕрĕсленĕ те - Елчĕкре пурăнакан икĕ çын 2015 çулта укçа сăлтавсăр илнине тăрă шыв çине кăларнă.
Тĕрĕслев уçăмлатнă тăрăх - Е. районăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕнче ĕçсĕррисен шутĕнче тăнă май пособи илнĕ вăхăтра /ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен/ районти пĕр организаципе ĕç хутшăнăвĕсенче те пулнă иккен. Ăна ĕçе вырнаçсан кун пирки ĕçлев центрне евитлемелли пирки асăрхаттарнă пулин те хĕрарăм çак тивĕçе пурнăçламан. Çавна май асăннă тапхăрта ĕçсĕрлĕхшĕн пособи илнĕ - республика бюджетне 6 пин ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.
Прокурорăн полицие ярса панă йышăнăвĕ тăрăх уголовнăй ĕç пуçарнă. Суд Е.-не 6 пин тенкĕлĕх штрафланă. Штраф виçипе килĕшмесĕр вăл приговор тĕлĕшпе çăхав çырнă-ха, анчах судăн апелляци инстанцийĕ приговора çаплипех хăварнă, çăхава тивĕçтермен.
Прокуратура тупса палăртнă тепĕр тĕслĕх те çакнашкалах. П. та ĕçсĕррисен шутĕнче тăнине кура 7 пин тенкĕ пособи илнĕ вăхăтра строительство организацийĕнче ĕçленĕ шутланнă. Ун пирки УК 159.2 статйин 1-мĕш пайĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă, анчах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа пĕлтернĕ амнистипе килĕшÿллĕн уголовнăй ĕçе пĕтернĕ.
К.КОНОВАЛОВА,
район прокурорĕн пулăшуçи.