06 августа 2016 г.
«Продукцие япăх туса кăларма никама та ирĕк параймастпăр, мĕншĕн тесен йăлтах хамăр валли-çке», - теççĕ Иран çĕршывĕнче.
Тĕслĕхрен,консервăсене илер: пулă тенĕ пулсан, унăн шучĕ, специсен хисепĕ те мĕнле çырнă çапла пулĕ. Кунта, паллах, потребителе улталанăшăн ислам патшалăхĕнче çирĕп явап тыттарни те, çак çĕршыв тĕлĕшĕпе нумай çул санкцисем пулни те витĕм кÿнех ĕнтĕ. Шел пулин те, пулă консерви тăвакан пур компани Иран çĕршывĕнчи пек тÿрĕ кăмăллă мар. Россельхознадзор специалисчĕсем çулсерен суя продукци йышланса пынине палăртаççĕ, уйрăмах треска евĕрлисем.
Пулă - пĕтĕм тĕнчипе юратнă çимĕçсенчен пĕри. Çакна çирĕплетекен пĕр цифра кăна илер: Раççей çулсерен Баренцово, Хура, Балтика тата тепĕр 10 тинĕсрен - 4 миллион тонна таран шыв биоресурсĕсем кăларать.
Импорта хамăр продукципе улăштарас туртăм вăй илсе пыни куç кĕрет. Пирĕн республикăри 12 хуçалăхра пулă ĕрчетеççĕ. Тĕпрен илсен, карп, толстолобик, шурă амур, белуга, осетр тата стерлядь.
Раççей шывĕсенчи пулла саккуна пăсса тытнин çаврăнăшĕ çулталăкра 30 миллиард тенке яхăн пулнине палăртаççĕ. Тÿрĕ кăмăллă предпринимателе çак лару-тăрура малалла аталанма йывăр пулни куç кĕрет. Çак самантсене шута илсе Россельхознадзор «Меркурий» автомат система хута янă. Вăл пулла тытса кăларнинчен пуçласа сĕтел çине çитни таран «тĕрĕслекен-йĕркелекен» тытăм шутланать. Çак тытăмра ĕçлеме меллĕ пулнине Чăваш Енре туйса илчĕç. Ахальтен мар Россельхознадзорăн республикăри управленине хуçалăх ертÿçисенчен системăна кĕме ирĕк ыйтса тăтăшах заявленисем килеççĕ.
«Меркурие» чи малтанах ветеринари сертификачĕсене электрон мелĕпе хатĕрлеме усă курма тытăннă. Çак системăра пулла кăна мар, выльăх тата унран хатĕрленĕ продукцие Раççей Федерацийĕн территорийĕнче ăçтан, ăçта илсе кайнине пĕлме пулать. Çапла майпа ветеринари енĕпе пĕрлехи информаци тытăмĕ йĕркелесшĕн, биологи тата апат-çимĕç хăрушсăрлăхне ÿстересшĕн.
Чăваш Ен пĕвисенчи пулла çиме шикленмеллине тупса палăртман пулин те ют çĕртен республикăна илсе килекен продукцин пахалăхĕ пур чухне те лайăх теме çук. Кăçал Елчĕк районĕнчи пĕр предприниматель лавккинче сутакан пулăра /ăна Карелири «Гурмант» обществăра туса кăларнă/ мышьяк тупнă. Мускаври «ВЛАС-95» обществи сĕнекен пулăра микроорганизмсене асăрханă. Унсăр пуçне, Шупашкарти пĕр техникумра тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра шăнтнă горбуша пулă тĕлĕшĕпе ветеринари докуменчĕсем пулманнине тупса палăртнă. Ятарлă документсем пулманни пулă пахалăхĕ тĕлĕшĕпе иккĕленÿ çуратать. Çак тĕслĕхпе административлă йĕркене пăсни çинчен ĕç пуçарма тивнĕ. Раççее илсе килме чарнă продукцие тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ тĕрĕслевре те иккĕленÿллĕ пулă куç тĕлне пулнă. Документсăр продукцие лабораторире тĕрĕслеме янă. Çак тĕслĕхсем яланах асăрхануллă пуласси пирки аса илме хистеççĕ. Нумай техĕмлĕхе /суши, сацими тата ытти/ тинĕсрен тытнă чĕрĕ е çурма чĕрĕ пулăсенчен, е креветкăсенчен хатĕрлеççĕ. Тĕслĕхрен, суши хатĕрлеме семга какайĕпе чĕрĕлле усă кураççĕ, сайра-хутра тĕтĕмленипе. Сурими те, çынсем ăна краб какайĕ пек пĕлеççĕ, сутлăха чĕрĕлле кăлараççĕ, хăш-пĕр чухне кăна - шăнтнă хыççăн.
Килте тăварланă тинĕс пуллисем /кета, горбуша, сельдь, кумжа/ те хăрушлăх кăларса тăратнине палăртаççĕ специалистсем. Вĕсенче анизакид текен хурт пулма пултарать. Охот тинĕсĕнчи терпуг, палтус, камбала, кета, треска, мойва, сельдь тата ытти пуллăн 25-100 проценчĕ чирлĕ пулни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Асăннă хуртсем 2 сантиметр тăршшĕ таранах пулма пултараççĕ, спирале çаврăннăскерсем пуллăн хÿри тĕлĕнче вырнаçаççĕ, хуртсем унăн пĕверне те кăмăллаççĕ, тĕртĕмсенче пурăнаççĕ. Пысăкрах пулăсенче хуртсен йышĕ те нумайрах. Тупнă хуртсен 86 процентне пысăк пулăсенче асăрханă.
Ку таранччен çакнашкал хуртсем çынсене сиен кÿмеççĕ тесе шухăшланă. Анчах Голландире, каярах Данире, Германире те çынсем анизакида пула чире кайнă тĕслĕхсене палăртнă.
Çак мур организма лексен аппендицит аптратнă чухнехи пек хырăм ыратать. Ытларах чухне чĕрĕ, кăшт тăварланă е маринадланă пулăпа сăйлансан 24 сехетрен чир хăй çинчен пĕлтерĕ.
Шăнтсан хуртсем вилеççĕ. Апла пулин те чĕрĕ е лайăх тăварланман пулă çынсен сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине манса каймалла мар. Лаборатори тĕпчевĕсен кăтартăвĕсем те асăрхануллă, тимлĕ пулма хистеççĕ.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.