03 августа 2016 г.
Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевсене палăртнă.
Часах вĕренÿ çулĕ пуçланать. Мĕнле кĕтсе илĕç шкулсем хăйсен вĕренекенĕсене? Çавăн пирки калаçу пуçларĕ те район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый. Вĕренÿ учрежденийĕсенче халĕ хĕрÿ тапхăр: классене, ытти вĕренÿ пÿлĕмĕсене, спортзалсене юсаççĕ, йĕркене кĕртеççĕ. Ĕнер, августăн 2-мĕшĕнче, районти комисси вĕренÿ учрежденийĕсенче пулнă, вĕсем ачасене кĕтсе илме хатĕрленнине тĕрĕсленĕ. /Материалсем çитес номерте кун çути курĕç/.
Кăçалхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче эпир хамăрăн малашлăха палăртатпăр. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлатпăр. Анчах çак кун хăш-пĕр суйлавçăсем пурăнакан вырăнтан инçетре пулма пултараççĕ. Вĕсем хăйсен сассине парас тесен, открепительнăй удостоверенисене августăн 3-мĕшĕнчен Елчĕк территори суйлав комиссийĕнче, сентябрĕн 7-17-мĕшĕсенче участокĕсенче илме пултараççĕ. Çакăн пирки те районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Левый палăртса хăварчĕ.
Канашлура пăхса тухнă тепĕр ыйту та пĕлтерĕшлĕ. Çĕр лаптăкĕсемпе, пурлăхпа туллин усă курмалли никамшăн та вăрттăнлăх мар. Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи М.Павлова палăртнă тăрăх, ку енĕпе районта ĕçсем пыраççĕ. Пай çĕрĕсен 91 процентне харпăрлăха илни çинчен свидетельствăсем панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин палăртнă тăрăх, çĕрпе, пурлăхпа туллин усă курмалла, пай çĕрĕсене харпăрлăха илессине çак çулталăк вĕçлениччен вĕçлемелле.
Канашлура çĕкленĕ тепĕр ыйту вăл - нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ хывасси. Шел, палăртрĕ район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн пайĕн ертÿçи Н.Петров, ку енĕпе районта лару-тăру чаплах мар. Район центрĕнче нумай хваттерлĕ 42 çурт, пĕтĕмпе 647 хваттер шутланса тăрать. Вĕсенче пурăнакансем тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçлама укçа-тенке хывма васкамаççĕ - хальлĕхе палăртнин 56% çеç ятарлă счет çине куçарнă. Çавăнпа ăнлантару ĕçĕсене пурнăçласа пыма кирлине палăртрĕç те канашлура.
Районти уй-хирти кĕрхи ĕçсем пирки район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн ертÿçи П.Тремасов чарăнса тăчĕ. Вăл вырма ĕçĕсене, кĕрхи культура акма çĕр хатĕрлессине, кĕрхи çĕртме сухи тăвассине хăвăртлатма кирлине палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин çĕр пулăхлăхне ÿстерес тĕллевпе пăрçа ытларах акмаллине, çĕнĕ сортсемпе, минераллă удобренисемпе усă курма кирлине палăртрĕ.
Канашлу вĕçĕнче Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн полицин участокри уполномоченнăйсемпе çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи В.Мекшеев шульăксенчен сыхланма кирли çинчен чарăнса тăчĕ.
Канашлура районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ.