03 августа 2016 г.
Çурла,3
Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Зинаида Васильевна Носова /Аслă Пăла Тимеш/ çуралнăранпа - 65 çул.
Çурла, 5
«Хисеп Палли» ордена, «Ĕçри хастарлăхшăн» медале, СССР халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен выставкин пăхăр медальне тивĕçнĕ Валентина Васильевна Сергеева /Хĕрлĕçыр/ çуралнăранпа - 90 çул.
Çурла, 6
Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Анатолий Николаевич Шашков /Тÿскел/ çуралнăранпа - 55 çул.
Çурла, 7
Чăваш АССР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен выставкин пăхăр медалĕсене, Чăваш АССР Верховнăй Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Гурий Порфирьевич Рыбкин /Кушкă/ çуралнăранпа - 75 çул.
Çурла, 9
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Антонина Сергеевна Макарова /Таяпа Энтри/ çуралнăранпа - 70 çул.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Анатолий Николаевич Спиридонов /Таяпа Энтри/ çуралнăранпа - 60 çул.
Çурла,11
«Ача амăшĕ героиня» ордена тивĕçнĕ Анастасия Васильевна Андреева /Яманчÿрел/ çуралнăранпа - 85 çул.
СССР ВДНХн пăхăр, «Ĕçри хастарлăхшăн» медальсене, «Районти чи лайăх механик» ята тивĕçнĕ Ришат Нигматзянович Самитов /Сăрьел/ çуралнăранпа - 75 çул.
А.ПЕТРОВ /Кушкă/ хатĕрленĕ.