03 августа 2016 г.
Çĕрпÿ районĕнчи полици ĕçченĕсем 1065 тĕп наркотик пур ÿсен-тăран тупса палăртнă. Вĕсене 36 çулхи ниçта та ĕçлемен хуçи ятарласа наркотикшĕн ÿстернĕ. «Мăкăнь» операци вăхăтĕнче çак ÿсен-тăрансене экспертсем тĕрĕсленĕ, чăннипех те наркотик пуррине палăртнă. Халĕ çак ĕç пирки тĕрĕслев пырать.
Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви асăрхаттарать: мăкăнь е кантăр ÿстерекенсем хăйсен пахчинчи çак культурăсене тĕп тумалла. Унсăрăн вĕсене РФ УК 231 статйипе килĕшÿллĕн айăплама тивет. Чи пĕчĕк штраф - 300 пин тенкĕ, 2 çул таран ирĕкрен хăтарма та пултараççĕ.
Наркотик пур ÿсен-тăрансене çитĕнтернине пĕлекенсене 02 телефонпа /карас телефонĕпе - 020 е 102/ пĕлтерме ыйтатпăр.
Çак ыйту паян - çивĕч. Çавăнпа та наркотике хирĕç пурин те кĕрешмелле. Пирĕн ачасем çак инкеке ан пĕлччĕр тесен мăкăнь, кантăр ÿстерекенсене ирĕк парар мар, вăхăтра тытса чарар.
Чăваш Республикинчи ШĔМĕн пресс-служби.