30 июля 2016 г.
Иртнĕ эрнере республикăри паллă пулăмсенчен пĕри Чăваш Республикин ертÿлĕхĕпе Китай делегацийĕ хушшинчи ĕçлĕ хутшăну пулчĕ. Çавăн пекех хăнасем республикăри социаллă объектсене çитсе курчĕç. Аньхойран килнĕ делегаци ертÿçи Лю Ли Чăваш Енре ачасем патне тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Культура ыйтăвне хускатнă пулсан та калаçура экономика теми малти вырăнта тăчĕ.
Китайпа Чăваш Республикинчи аталану хутшăнăвĕсем пĕрремĕш утăмсем мар. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата республикăри Министрсен Кабинечĕ инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ. Çак политика хăйĕн «çимĕçĕсене» пама пуçларĕ. Чăваш Ен инвестици климачĕпе лидерсенчен пĕри. Çакна китаецсем тивĕçлĕ шайра хакларĕç.
Тĕслĕх вырăнне «Чăваш Ен - Сычуань» агропарк проекне илсе кăтартма пулать. Вăл выльăх-чĕрлĕх тата теплица комплексĕсене хута яма, уçă çĕрте пахча çимĕçе ÿстерме май парать. Проектпа килĕшÿллĕн ĕне-выльăх 15 пин пуç пулать. Анчах чи пахи - ялхуçалăх çимĕçĕсене тирпейлекен агрокомплекса хута яма палăртни. Пирĕн продукцисенчен пысăк пахалăхлă апатсем - кăлпасси, аш-какайран хатĕрленĕ ытти продукци, сĕт-çу, пахча çимĕç - хатĕрлĕç. Çавна май çĕнĕ центрсем, управсем уçăлĕç. Ĕç вырăнĕсем хутшăнасси куç кĕретех. Ытларикун, июлĕн 19-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сычуань вице-губернаторĕпе çак проектсене малалла та реализацилессипе калаçусем ирттернĕ.
Июлĕн 20-мĕшĕнче Аньхой провинци делегацийĕ Шупашкарта пулчĕ. Кунта хăнасем Чăваш Ен презентацийĕпе паллашрĕç. Республика, хула, ытти пысăк предприятисен ертÿçисемпе ирттернĕ тĕл пулура партнерсем тĕрлĕ енлĕ çыхăнăва анлăлатасси пирки ăшшăн калаçрĕç. Кайран пурте пĕрле Чăваш патшалăх университетне çул тытрĕç. Кунта чыслă лару-тăрура ку чухнехи Китай культура центрне уçнă çĕре хутшăнчĕç. Çавăн пекех Аньхойри университетпа çыхăну тытас пирки килĕшÿ çырчĕç. Çак туслăх пĕрремĕш çул çеç пымасть. Сăмах ăна тарăнлатас тата анлăлатас пирки пырать.
Икĕ енчен те артистсемпе спортсменсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Тĕпре вара инвестици проектне пурнăçа кĕртни Чăваш Ен экономикине малалла тата та аталанма май парĕ. Çавна май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлĕç.