30 июля 2016 г.
Июлĕн 28-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем, райадминистрацин пайĕсен, бюждет организацийĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларăва район пуçлăхĕ - районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ П.Скворцов ертсе пычĕ.
Ларура тишкернĕ ыйтусенчен тĕп вырăнта районăн муниципалитет программисене 2015 çулта пурнăçа кĕртнин тухăçлăхĕ çинчен тунă отчет пулчĕ. Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи М.Павлова палăртнă тăрăх, районта муниципалитетăн 13 программи 2014 çулта пуçласа 2020 çулччен пурнăçа кĕрсе пырать. Вĕсем районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин кашни тытăмнех туллин пырса тивеççĕ. М.Павлова кашни программа çинче чарăнса тăчĕ, вĕсене тĕплĕн тишкерчĕ.
Муниципалитетăн 13 программине пурнăçлама иртнĕ çул пĕтĕмпе 328728,6 пин тенкĕ уйăрнă. Тĕпрен илсен, вăл укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курнă, уйăрнă укçа-тенкĕн 96,8 процентне тĕрлĕ тĕллеве пурнăçлама янă. Шел, ялхуçалăхне аталантарма, ялхуçалăх продукцийĕн, чĕртавар, апат-çимĕç рынокне йĕркелеме уйăрнă укçа-тенкĕн 82,3 проценчĕпе çеç усă курма пултарнă. Çавăн пекех районта транспорт тытăмне аталантарма уйăрнă укçа-тенкĕн 94,2 процентне ĕçе кĕртнĕ. Район администрациĕн пуçлăхĕ Н.Миллин службăсен ертÿçисене çитменлĕхсене пĕтерме, уйăрнă укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курма кирлине палăртрĕ.
Иккĕмĕш ыйту та чылайăшĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин кăçалхи июнĕн 24-мĕшĕнчи 41-мĕш номерлĕ «О внесении изменений в Закон Чувашской Республики «О муниципальной службе в Чувашской Республике» саккунне пурнăçа кĕртсе район уставĕпе килĕшÿллĕн районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем районти Депутатсен пухăвĕн 2014 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнчи 27/12-с номерлĕ «Об утверждении квалификационных требований для замещения должностей муниципальной службы в Яльчикском районе Чувашской Республики» йышăнăвне улшăнусем кĕртме йышăнчĕç, унти «патшалăх служби» сăмахсене кăларчĕç.
Ларура ĕçре палăрнисене чысласси пирки те ыйтăва пăхса тухрĕç.
Çакăнпа районти Депутатсен пухăвĕ хăйĕн черетлĕ ларăвне вĕçлерĕ.
А.КАРЛИН.