30 июля 2016 г.
Çĕршывра финанс тĕлĕшĕнчен лару-тăру çăмăлах мар пулин те Чăваш Енре сывлăх сыхлавĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ялсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕкленеççĕ, сывлăх сыхлавĕн обьекчĕсене юсаса çĕнетеççĕ. Районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕпе Надежда Урковăпа районти халăхăн сывлăхне сыхласси, вĕсене вăхăтра пулăшу парасси çинчен калаçрăмăр.
- Надежда Викторовна, больницăна ытларах чирленĕ çын пырать. Хăйне япăх туяканăн та территорипе утса пынă май кунти тирпейлĕхе, илемлĕхе курсан кăмăлĕ çĕкленет...
- Илемлĕх тĕнчене çăлать тени тĕрĕсех. Территори илемĕшĕн, хăтлăхĕшĕн тăрăшакансене тăтăшах мухтатăп. Вĕсем уйрăмсенче, поликлиникăра ĕçлеççĕ, урамри тирпей-илемшĕн те çанă тавăрса тăрăшаççĕ. Тирпейлÿçĕсемпе санитаркăсем чечексем ÿстерме те ÿркенмеççĕ. Пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеççĕ. Пахчасенче хытхура кураймăн. Хĕлле вара миçе тонна юр ывăтмаççĕ-ши вĕсем? Чăннипех ырă сăмаха тивĕçлĕ тирпей-илемшĕн тăрăшакансем, çынна савăнăç парнелекенсем.
- Поликлиника çуталса хитреленчĕ тата...
- Чăннипех илемлĕ те çутă кунта. Черетре тăракансене те кичем мар: вĕсем коридорта телевизор пăхма, çĕнĕ стендсемпе паллашма пултараççĕ. Çĕнетнĕ поликлиникăна уçма ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова килчĕ, поликлиника хуларинчен кая маррине палăртрĕ. Елчĕксене медицинăн паха пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе республика 6 миллион тенкĕ ытла уйăрчĕ. Халĕ пациентсене йышăнмалли, медперсонала ĕçлемелли условисем тĕпрен лайăхланчĕç. Поликлиникăра сменăра 636 çынна йышăнма пултараççĕ. «Электрон регистратури» ĕçлеме пуçланăранпа черет тăракансем сахалланни сисĕнет.
- Район халăхне медицина пулăшăвĕ парасси мĕнле пырать?
- Тĕп больница 23 фельдшерпа акушер пунктне, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 7 уйрăмне пĕрлештерсе тăрать. Юлашки виçĕ çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн районта ултă ФАП хута янă. Çитес уйăхра Çĕнĕ Эйпеçре тепĕр çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçасшăн. Инçетри ял çыннисем хăйсем патĕнчех медицинăн пĕрремĕш пулăшăвне илме пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Районта стационарта талăкĕпех сипленмелли 50 койка-вырăн шутланать. Çавăн пекех стационар çумĕнче кăнтăрлахи уйрăмра 20 койка, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенче 20 койка. Ултă уйăхра 864 çын /ачасем - 131/ стационарта талăкĕпех, 246 çын /ачасем - 54/ кăнтăрлахи уйрăмра, поликлиника, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенче пĕтĕмпе 221 çын сипленнĕ.
- Ялсенчи çĕнĕ те хăтлă ФАПсемпе ял çыннисем кăмăллă. Анчах хăшпĕр ватăна унта эмелсем çукки пăшăрхантарать...
- Фельдшерпа акушер пункчĕсенче пĕрремĕш пулăшу памалли мĕнпур эмел çителĕклĕ. Аслă Елчĕкре, Шăмалакра, Аслă Пăла Тимешре аптека киоскĕсем пуррипе çав ялсенчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенче эмелсем сутмаççĕ. Ыттисен пĕрремĕш пулăшу эмелĕсем сутма лицензи пур. Врач рецепчĕпе паракан эмелсене сутма пирĕн ирĕк çук, вĕсене аптекăсенче кăна туянмалла. Инçетри ялсенче пурăнакан ватăсене фельдшерсемпе медицина сестрисем кирлĕ препаратсене рецептпа илсе килсе пама ÿркенмеççĕ.
- Надежда Викторовна, васкавлă пулăшу службинче çĕнĕлĕхсем çук-и?
- Хăшпĕр районсенче «Васкавлă пулăшу» тытăмне централизациленĕ. Эпир вара унчченхиллех ĕçлетпĕр. Районта «Васкавлă пулăшу» служби иккĕ - Елчĕкре тата Аслă Пăла Тимешре. Икĕ бригада та хамăр районта пурăнакан çынсене пирвайхи пулăшу парас тесе тимлет. Йĕрке тăрăх диспетчер патне шăнкăравланă пациент патне «Васкавлă пулăшу» 20 минутра çитмелле. «Васкавлă пулăшу» фельдшерĕсем пĕр сменăра 10-12 çынран кая мар çынна пирвайхи пулăшу параççĕ. 15 сехет хыççăн хирурги, реанимаци пациенчĕсене тÿрех Патăрьелĕнчи, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăраса ÿкнисене - Канашри, йывăр чирлĕ ачасене Шупашкарти, инфекци чирĕсем лекнисене Комсомольскинчи сывату учрежденийĕсене сиплеме ăсатаççĕ. Тухтăрсемпе медсестрасем графикпа килĕшÿллĕн шăматкун та ĕçлеççĕ.
- Кăçал республикăра Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май Сывлăха сыхлас ĕç министерстви шурă халатлă ĕçченсем валли тĕрлĕ проектсем ĕçе кĕртрĕ...
- Çапла. Районта медицинăра тăрăшакансене чыслама «Медицина - манăн пурнăç тивлечĕ», «Чи лайăх наставник тухтăр» конкурссем пыраççĕ. Уйрăмсенче, поликлиникăра медицина ĕçне палăртма ятарлă ещĕксем лартнă. Унта пациентсенчен çырусем сахал мар килеççĕ. Çавăн пекех министерство уçнă ятарлă «Тухтăр, тавтапуç! Медсестра, тавтапуç!» сайт çине те районти тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсем пирки ăшă сăмахсем сахал мар çыраççĕ.
Коллективра ĕç династине çÿлте тытса пыракансем те йышлă. Молоствовсен, Катайкинсен, Петровсен, Патшинсен, Лапшинсен, Кузьминсен çемье династине районта палламан çын та çук пулĕ. Çавăн пекех пĕртăвансем, амăшĕпе хĕрĕ тата ытти йăх-тымарпа çыхăннă ĕçченсем те пур.
- Районта «Организацин сывлăх профилĕ» проекта чи малтан эсир ĕçе кĕртме пуçларăр...
- Ку вăл çапла пулмалла та. Çавăнпа «Хамăртан тытăнатпăр» проекта пурнăçа кĕртсе врачпа уçăлса çÿресси, кашни кунах физкультминутка тăвасси ырă йăлана кĕчĕ. Сывату инструкторĕ В.Алюкина ку енĕпе тăрăшса ĕçлет. Хамăр сывă пулмасан ыттисенчен мĕн ыйтăн? Шурă халатлă ĕçченсем хушшинче пирус туртакансене кураймăн. Сывлăхран хакли нимĕн те çук, çавăнпа та уншăн чи малтан хамăрăн тăрăшмалла. Чылай чир-чĕр хамăр сывлăха упрама пĕлменнинчен килет. Районти мĕнпур предприяти, организаци «Предприятин сывлăх профильне» туса хатĕрлесен питĕ аван пулмалла. Çулталăк вĕçĕнче чир-чĕр чакнине тата ытти кăтартусене пĕтĕмлететпĕр. Лайăх ертÿçĕ ĕçченсен сывлăхĕшĕн тăрăшать, мĕншĕн тесен çакă вăл - предприяти е организаци, хуçалăх çитĕнĕвĕн никĕсĕ.
- Предприятисем çинчен сăмах пуçартăмăр пулсан водительсене рейса тухнă чухне медицина енчен кам тĕрĕслет?
- Районти пĕр предприятин те водительсене рейса кăларса яма ирĕк паракан лицензи çук. Поликлиникăра кăна ятарлă кабинет пур. Унта рейса тухса каяс умĕн те, рейсран таврăннă хыççăн та тĕрĕслеççĕ.
- Эпир республикăн тĕп хулинчен инçетре вырнаçнă районсенчен пĕри. «Земство тухтăрĕ» программăпа района килнĕ çĕнĕ тухтăрсем йышлă-и?
- 2012 çулта пурнăçа кĕртме пуçланă программăпа килĕшÿллĕн района хальлĕхе 10 çĕнĕ тухтăр килнĕ. Ялта çынсене сиплеме кăмăл тунисен йышĕнче - акушер-гинекологсем, педиатрсем, кардиолог, стоматологсем, терапевтсем. Çывăх вăхăтра тепĕр терапевт килмелле.
- Надежда Викторовна, районта диспансеризаци мĕнле пырать?
- Йĕркеллĕ. Юлашки çулсенче ял çынни хăйĕн сывлăхне упрама тăрăшни сисĕнме пуçларĕ. Диспансеризацин тĕллевĕ - çынсен пурнăçĕпе сывлăхне сыхласси, чирсене маларах тупса палăртасси, вĕсене асăрхаттарасси. Вăхăтра кÿнĕ медицина пулăшăвĕ çынна туллин ĕçлеме май парать. Кăçалхи çур çулта диспансеризаци витĕр тухма палăртнă çынсен 48 проценчĕ /2103 гражданин/ тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухнă. Диспансеризаци витĕр тухнă çынсен чĕрепе юн тымарĕсен, онкологи чирĕсене ытларах тупса палăртнă. Чирсене вăхăтра асăрхани вун-вун çын пурнăçне çăлса хăварма май килнинчен пĕлтерĕшли мĕн пултăр. Çавăнпа та хамăрăн сывлăх çине пысăк яваплăхпа пăхмалла.
- Надежда Викторовна, сирĕн, ертÿçĕн, кулленхи пурнăçăн тĕллевĕ?
- Паллах, районта пурăнакансене медицинăн паха пулăшăвĕпе тивĕçтересси, вăрăм ĕмĕрлисем йышланччăр тесе тăрăшасси, тухтăрсене квалификацине ÿстерме майсем туса парасси.
В.КИРИЛЛОВА калаçнă.