30 июля 2016 г.
Чиркÿре, сăваплă вырăнта, киревсĕр ĕç мар, унашкал шухăш та пулмалла мар пек. Çак çамрăк шухăшланă кăна мар, ĕçне те тунă.
Елчĕк районĕн сучĕ 29 çулти Вячеслав Рябов тĕлĕшпе приговор палăртнă. Çамрăк çын икĕ чиркÿрен укçа вăрланă. Кăçалхи ака уйăхĕнче çурçĕр хыççăн Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи чиркĕвĕн хăна çурчĕн алăкне пуртăпа хирсе уçнă, унтан апат-çимĕç вăрланă, çăра уççисен çыххине тупнă. Уççисем пур та - чиркÿ алăкне уçнă. Шала кĕрсен Турра ĕненекенсем ыркăмăллăх шучĕпе укçа хуракан ещĕке асăрханă. Унти укçана илнĕ - пĕтĕмĕшле сиен 7 пин тенкĕрен иртнĕ.
Пирвайхи хут «Турăпа çыхланни» ăнăçлă пулни хавхалантарнă пулас - çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче ир енне каллех «сунара» тухнă. Ку хутĕнче Елчĕкри чиркÿ часавайне чÿрече çĕмĕрсе кĕнĕ, унта та çынсем укçа хуракан ещĕкри 900 тенке илсе чикнĕ.
Полици ăна шыраса тупнă. Рябов айăпне йышăннă, сиене судченех саплаштарнă. Маларах та йывăр преступлени тунăшăн айăпланнине кура суд Вячеслава ку хутĕнче 4 çуллăха çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннă.
П.КОКОРЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.