27 июля 2016 г.
«АСК-Яльчики» сахал яваплă юлташлăхра хĕрÿ ĕç шавĕ каçхине те лăпланмасть.
Хуçалăхра кĕрхи тулă 300 гектар йышăнать. Ăна пĕтĕмпех çапса тĕшĕленĕ. Тыр-пул пухса кĕртнĕ çĕрте Г.Парамонов, В.Яшин, А.Пудовкин, В.Сидоров, Г.Лазарев комбайнерсем тăрăшаççĕ. Уй-хиртен йĕтеме тырă турттарнă çĕрте Г.Егоров, А.Можаев, В.Савинов, А.Мартынов, С.Павлов водительсем тăрăшуллă. Тĕш тырă алланă çĕрте А.Куликов, В.Алексеев, И.Шкапова, Н.Ловкина, О.Парамонова, А.Гаврилов, А.Суркова, Е.Григорьева, Н.Левая, С.Герасимов ĕçлеççĕ. О.Ивановпа А.Павлов машинистсем агрегатсене чăрмавсăр ĕçлеттереççĕ. Н.Ловкина библиотекарь районти хыпарсемпе, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарсах тăрать.
Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрленĕ çĕрте В.Григорьев тракторист пысăк хастарлăх кăтартать.
Çавăн пекех хуçалăхра ир пулакан «Коломба» çĕрулми кăлараççĕ. Шăварса тăнă «иккĕмĕш çăкăр» ăнса пулнă - хальлĕхе 1 гектартан тухакан тухăç 300 центнерпа танлашать.