27 июля 2016 г.
2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Енре 92 наци çынни тĕпленнĕ. Ытларах-чăваш, вырăс, тутар, мордва, мари.
Вĕсен йышĕ темиçе çырав хушшинче те улшăнман - çав шайрах юлнă. Çав вăхăтрах эрменсен йышĕ 4 хут, азербайджансен - 2, чикансен - 1,6 хут ÿснĕ. Ытти наци йышĕ те пĕчĕкех мар. Паянхи кун тĕлне вĕсем 21 наципе культура пĕрлĕхне йĕркеленĕ, 11 наци çыннине пĕрлештернĕ.
Елчĕк тăрăхĕнче те чăвашсем, тутарсем, вырăссем, ирçесем пĕр-пĕринпе туслăн, килĕштерсе пурăнаççĕ. Ытти халăх çыннисем те хăйсене пĕр тан праваллă туяççĕ.
Нацисен хутшăнăвĕсен ыйтăвĕнче çитĕнекен ăрупа - 15-25 çулсенчи çамрăксемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Мĕншĕн тесен вĕсем хушшинче кам хăш халăх çынни пулнине пăхса вăрçăну-харкашу пуçаракансем пулма пултараççĕ. Шăпах çамрăксене экстремизм çулĕ çине тăратасшăн тăрăшаççĕ те ĕнтĕ Раççейре ирĕк паман организацисем. Вĕсен тĕп «хĕç-пăшалĕ» - вăрçă сĕмĕллĕ ислам пропаганди, ытти тĕне чăтма пултарайманни, патшалăхăн Конституци йĕркине пĕтерсе политика çулне пачах тепĕр енне çавăрасси.
Экстремизма çул парассишĕн тăрăшаканнисем хăйсен сĕмсĕр идеологине пирĕн районта та сарма тăрăшас хăрушлăх пур. Хăйсен наркăмăшлă «сăннипе» вĕсем çамрăксен çирĕпленсе çитмен ăс-тăнне амантма пултараççĕ.
Çакăн пек лару-тăрура тÿрĕ кăмăллă кашни çыннăн асăрханулăхпа тимлĕхе ÿстермелле, халăхсем хушшинчи туслăх тата та çирĕплентĕр тесе тăрăшмалла. Экстремизм нацилĕхĕ çук, экстремистла шухăш-кăмăла саракансемпе пирĕн татăклăн кĕрешмелле.
А.ПЕТРОВ.