27 июля 2016 г.
Шупашкарта çуралса ÿснĕ эпĕ. Анне - Елчĕк тăрăхĕнчен. Арăм вара Баку хулинчен. Шкул пĕтерсенех Шупашкара тăванĕсем патне килнĕ те хула килĕшнĕрен кунтах пурăнма юлнă. София мăшăрăм аш-какай сутакан павильонра ĕçлет. Ытларах вырăсла калаçать пулсан та ун патне тавар туянма пынă ватăсемпе чăвашла пуплет.
- Епле хитре калаçатăн эсĕ! - теççĕ ăна чăваш кинемисем мухтаса.
Çепĕç те ăшă калаçнăранах тавар туянакансем унăн сентри умĕнчен татăлма пĕлмеççĕ. Тепри чăн чăваш пулсан та вырăсла перкелешме тăрăшать. Çавăнпа эпĕ хамăн арăмпа мухтанатăп. Кĕске вăхăт хушшинчех чăваш сăмахĕсене чылай вĕренчĕ.
- Хам пурăнакан çĕршыв чĕлхине пĕлмесен намăс мана, - тет вăл.
Мăшăр мĕнле халăх çынни пулнинчен килмест çемье телейĕ. Пĕр-пĕрне юратсан, хисеплесен кирек мĕнле ĕç те ăнăçать. Вăл анне-аттене хисепленине те куратăп. Ытти тăвансемпе те часах пĕр чĕлхе тупрĕ.
- София, кинĕм! Салам! - тесенех вăл та вĕсене хирĕç чăвашлах хуравлать.
Эпир пĕр йăх-тымар çыннисем пулни паллă. Азербайджан чĕлхинче чăваш сăмахĕсем те çук мар.
Мăшăрăм, чăваш хĕрарăмĕ пекех, пурне те тарават. Тутлă апат-çимĕç пĕçерме, хăналама ăста. Нумаях пулмасть Шупашкара арăмăн амăшĕ килсе кайрĕ. Вăл та Чăваш Ене пит килĕштерчĕ. «Çыннисем сăпайлă, ĕçчен, тарават», - терĕ вăл хĕрĕ лайăх çемьене лекнĕшĕн хĕпĕртесе.
Юрать, Турри тĕл пултарчĕ пире. Телейлĕ арçын эпĕ. Мăшăр мана пит юратать. Малашне йыш хушăнасса кĕтетпĕр.
Е.РУСАКОВ.