23 июля 2016 г.
«Раççей экспорт центрĕн» ертÿçи Петр Фрадков Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Мускавра тĕл пулсан: «Чăваш Республикин экспорт потенциалĕ пысăк», - тесе палăртнă. Тĕлпулура çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Раççей экспорт центрĕ» АО экспорт ĕçĕ-хĕлĕн ыйтăвĕсемпе пĕрле ĕçлесси çинчен килĕшÿ тунă.
«Внешэкономбанк» тытăмĕнче «пĕр чÿрече» мелĕпе экспортерсемпе ĕçлекен, экспорт ыйтăвĕсемпе консультаци паракан, экспорт ĕç-хĕлне йĕркелеме пулăшакан ятарлă организаци пек йĕркеленĕ, ăна экспорта тĕрев паракан патшалăх институчĕн статусне пама йышăннă.
Петр Фрадков палăртнă тăрăх, килĕшĕвĕн тĕп тĕллевĕ экспорта тĕрев паракан тытăма йĕркелесси, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене тулаш рынока тухма условисем туса парса экспорт виçине ÿстересси пулса тăрать.
Михаил Игнатьев Чăваш Енри предприятисемпе организацисенче конкуренцие çĕнтерекен продукци туса кăларни çинчен каланă. «ЭКРА» предприятин, «АККОНД» фабрикăн продукцийĕ тĕнчере ырă ят çĕнсе илнĕ. 2015 çулхи кăтартусемпе Чăваш Республикин тулаш суту-илÿ çаврăнăшĕ - 365,1 миллион долларпа, экспорт тавар çаврăнăшĕ 143,1 миллион тенкĕпе танлашнă.