Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă кун-çул

23 июля 2016 г.

Пархатарлă кун-çул

1956 çултанпа ялхуçалăх производствинче вăй хунă Валерий Васильевич Кириллов «Рассвет» хуçалăха нумай çул ăнăçлă ертсе пынă. Пархатарлă ĕçĕшĕн вăл «Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Раççей Федерацийĕн ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.

«Çулсем ытла хăвăрт шăваççĕ, сиссе юлма та çук», - тет Валерий Васильевич.

Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче ялта ĕçсĕр аптăранипе урам тăрăх йытă хăваласа çÿрекен ача пулман. Эсĕ миçе çултине те, вăю пуррипе çуккине те ыйтса тăман: килте, колхозра темĕн тĕрлĕ ĕç те тутарнă. Шкулта вĕреннĕ чухне пĕр каникулта та выляса-канса курман: хĕллехи вăхăтра юр тытма, улăм турттарма кайнă, çулла вара уйран кĕме пĕлмен. Валерий Васильевич Тăрăм ялĕнчи уйрăм çын хуçалăхĕнче - Лисук аппа килĕнче вырнаçнă шкулта вĕреннĕ. «Вунпĕрĕн çичĕ класс пĕтертĕмĕр те Çĕнĕ Пăвари шкула çуран çÿресе тăваттăн вĕренсе тухрăмăр», - тесе аса илчĕ Валерий Кириллов.  Шкул пĕтернĕ хыççăн вăл Шупашкарти педагогика институтне – физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Çемьене йывăр килнĕрен пĕр уйăх вĕреннĕ хыççăн яла таврăнать те юлташĕпе пĕрле Казахстана ĕçлеме тухса каять.

Çемьере пĕр тăвансем саккăрăн ÿссе çитĕннĕ. Ашшĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçăччен ял совечĕн председателĕ пулнă Василий тете фронтран сывлăхне хавшатса таврăннă пулин те райфора ĕçленĕ. Амăшĕ колхозра вăй хунă.

Казахстанран таврăнсан Валерий Кириллов Совет Çарĕнче службăра тăнă. Ун хыççăн çĕр ĕçне кăмăллакан çамрăк ялхуçалăх институтне, агрономи факультетне вĕренме кĕнĕ. Пултарулăхне кура студентсем ăна партин пуçламăш организацийĕн секретарĕ пулма çирĕплетнĕ. Производство практики вăхăтĕнче Муркаш, Канаш тăрăхĕсенче тата хамăр районти Ленин ячĕпе хисепленекен, «Победа» колхозсенче ĕçлесе ăсталăхне туптанă. 1971 çулта институтран лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă çамрăка ялхуçалăх институчĕн вĕренÿ хуçалăхне ĕçлеме хăварасшăн пулнă, вĕрентекенсем вăл наука ĕçĕпе малалла каясса та шаннă. Анчах ăна тăван кил хăй еннеллех туртнă. Çапла майпа вăл тăван колхозра агроном-семеноводра ĕçлеме тытăннă. Хуçалăх «Правда» колхозпа пĕрлешсен виççĕмĕш комплекслă бригада бригадирĕ,  тĕп агроном  пулнă.

Вăрлăх енĕпе ĕçлекен агроном пулнăран сăнав станцийĕнчен, вăрлăх çитĕнтерекен колхозсенчен çĕнĕ, пысăк репродукциллĕ культурăсен вăрлăхĕсене илсе килсе вырăнта çитĕнтерме тăрăшнă. Чи кирли - пусă çаврăнăшне тивĕçлипе йĕркелесе яни.

1989 çулта Тăрăмпа Кипеç ялĕсенче пурăнакансем «Рассвет» хуçалăх йĕркелесе председатель пулма Валерий Васильевича суйласан вăл хăй мĕн пĕлнине, шутланине хăюллăн ĕçе кĕртме тытăннă. Пусă çаврăнăшне йĕркелемелли план туса хатĕрленĕ.

«Малтан çум курăкĕ те нумайччĕ, анасем те чухăнччĕ. Çакна шута илсе нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене ÿстертĕмĕр, донник акса тума тытăнтăмăр. Ун хыççăн çĕнĕ сортсене ĕçе кĕртрĕмĕр. Эпир çĕре лайăх сухаламасăр тата кăпкалатмасăр акса курман. Хура пусă вырăнне тытса тăракан лаптăксене те çу каçипе тасатса, кăпкалатса тăнă. Ку чухне анасенче нÿрĕк лайăх сыхланса юлать, çĕр вăй илет», - тесе каласа кăтартрĕ  ертÿçĕ пулнă Валерий Васильевич. Вăл анлă тавра курăмлă, ăслă, опытлă ертсе пыракан, финанс, бюджет ĕçĕсене те тĕплĕн ăнланса тишкернĕ, специалистсене канашсем панă.

Ялан çын хушшинче пулма хăнăхнă çак çын тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăр ял пурнăçне хастар хутшăнать. Вăл ĕç ветеранĕсен Тăрăмри канашĕн председателĕ, ялти тĕрлĕ ĕçе пуçаракан, ертсе пыракан та. Тăрăмри масар территорийĕнче юсав ĕçĕсене пурнăçланă чухне те тăрăшулăхĕпе палăрчĕ. «Ырă ĕç туса хамăр хыççăн ырă ят хăварасчĕ, çамрăксене те çапла пулма хăнăхтарса пымалла», - тет ялти сумлă ватă.

Валерий Васильевич Тăрăмри почта уйрăмĕнче виçĕ теçетке ытла çул начальник пулса ĕçленĕ Светлана Александровнăпа 48 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Ачисем халĕ пурте çемьеллĕ. Тамара хĕрĕ - Шупашкарти Промтрактор заводра тĕп бухгалтер, Артем - арбитраж сучĕн управляющийĕ, Сергей – бизнесмен.

«Тăватă мăнук тата кĕçĕн мăнук пирĕншĕн чăн-чăн хĕпĕртев», - теççĕ вĕсем.

Кирилловсем çирĕп хуçалăх тытаççĕ. Чăх-чĕп йышлă усраççĕ. Тĕрлĕ пахча çимĕçĕ те ăнса çитĕнет. Хушма хуçалăхри ĕçрен пушаннă вăхăтра Валерий Васильевич алла хаçат-журнал илет. Вĕсене вăл тишкерÿллĕ куçпа вуласа хак парать. Ялхуçалăх темипе çырнă статьясемпе уйрăмах кăсăкланса паллашать.

Л.ЕНЕДЕРОВА,
Тăрăм ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика