23 июля 2016 г.
Федерацин 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 348-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн 2016 çултан тытăнса çемьере иккĕмĕш ачине çуратнă /усрава илнĕ/ хыççăн паракан амăшĕн сертификачĕн укçипе сусăр ачана адаптаципе тивĕçтерме тата обществăна интеграцилеме кирлĕ таварсемшĕн тата пулăшушăн тăкаклама ирĕк панă.
Ача укçипе кирек хăш вăхăтра та усă курма юрать, сертификат ирĕкне илнĕ ача виçĕ çул тултарасса кĕтмелле мар.
Патшалăхăн хушма пулăшăвне çÿлерех асăннă тĕллевпе тăкаклас шухăшлă ашшĕ-амăшĕн сусăр ачине медицинăпа социаллă экспертиза витĕр кăларма сывлăх сыхлавĕн организацийĕнчен ыйтмалла. Унта ирĕк илнĕ хыççăн сиплекен тухтăр РФ Правительствин 2016 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 831-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ переченьпе килĕшÿллĕн ачана сĕннĕ таварсемпе пулăшусене сусăра реабилитацилемелли е абилитацилемелли харпăр хăйĕн программине кĕртме медицинăпа социаллă эспертизăран ыйтмалла.
МСЭ учрежденийĕ заявление пăхса тухса ыйтăва тивĕçтернĕ хыççăн çемье çав тавар-пулăшăва туянма пултарать. Ун чухне тÿлев докуменчĕсене – суту-илÿ килĕшĕвĕсене, тавар е касса чекĕсене е тÿлевĕн ытти хутне - упрамалла. Пулăшăва илес пулсан, хакне саплаштарма унпа тивĕçтересси çинчен саккун йĕркипе çирĕплетнĕ килĕшÿ тумалла.
Çакна уйрăммăн палăртмалла, харпăр хăйĕн реабилитаци программи тавар е пулăшу туяннă кун тĕлне вăйра тăмалла.
Тавара туяннине социаллă хÿтлĕх органĕнче çирĕплетмелле. Йыхравланă хыççăн унăн яваплă çынни 5 кун иртиччен сирĕн пата пырса тавар пуррине тĕрĕсленин актне çырать, унăн пĕр экземплярне Пенси фондне çитерме хăвăра парса хăварать.
Пенси фончĕн территори органне е нумай функциллĕ центра тавар е пулăшу туянса тăкакланнин компенсацине илме каймалла. Хăвăрпа пĕрле паспорт, сусăр ачан реабилитацин е абилитацин харпăр хăй программи, тавара е пулăшăва туяннин тăкакĕсене çирĕплетекен документ, вĕсене чăннипех туяннине тĕрĕсленин акчĕ, укçана куçарса пама банк счечĕн реквизичĕсем пулмалла. Саккунпа килĕшÿллĕн ыйтăва тивĕçтерме йышăнсан заявлени панă хыççăн икĕ уйăх иртиччен амăшĕн капиталĕн укçине кредит организацийĕнчи счета кĕртеççĕ.
Çемье капиталĕн шучĕпе сусăр ачана социаллă адаптаци памалли тата обществăна интеграцилемелли таварсемпе пулăшусене туянассипе Пенси фончĕн сайтĕнчи «Пурнăçри лару-тăру» пайĕнче тĕплĕнрех паллашма пулать.
Хевтесĕр ачасем çитĕнтерекен çемьесен çавăн пекех федерацин «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен» саккунĕпе палăртнă таварсемпе пулăшусене тÿлевсĕр тивĕçмелли ирĕк те сыхланса юлать.
РФ Пенси фончĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Республикинче сусăр ачаллă 700 ытла çемье амăшĕн капиталĕн сертификачĕн хуçи пулса тăнă. Пенси службин специалисчĕсем вĕсенчен кашнине çĕнĕ йĕрке пирки тĕплĕн ăнлантарса параççĕ. Сăмах май, амăшĕн капиталĕн виçи кăçал 453026 тенкĕпе танлашать.