20 июля 2016 г.
Ял кунĕнче
Кивĕ Арланкассисем ял кунне паллă тăвассине ырă йăлана кĕртнĕ.
Уяв ячĕпе вĕсене Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Георгий Зайцев, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Зевдет Салахутдинов, «Энтепе» ООО ертÿçи Андрей Васильев, ял тăрăхĕн депутачĕ Мария Богданова, ял старости Олег Миронов саламланă.
Ялти виçĕ урам çыннисем наци апат-çимĕçне хатĕрлессипе, урам тасалăхĕпе тата юрă-ташă ăсталăхĕпе ăмăртнă, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă, халăх вăййисем вылянă. Тĕрлĕ тупăшусем хыççăн Кушкă кассинче пурăнакансем чи маттуррисем пулнине палăртнă. Уява чăваш эстрада юрăçисем Сергей Павлов, Полина Борисова, Антонина Лукина илем кÿнĕ.
Тивĕçлĕ ĕçшĕн
Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ шкулти Ираида Павлова учительница хăйĕн пултарулăхĕпе районта кăна мар, республикипех чапа тухрĕ.
Ираида Николаевна вĕренекенĕсем биологи, экологи, хими предмечĕсемпе районти, республикăри олимпиадăсенче яланах çĕнтерÿçĕсен йышĕнче. Раççей шайĕнче призлă вырăн йышăннă ачасем те пур. Ĕçне кура - хисепĕ. И.Н.Павлова ĕçне республика пысăка хурса хакланă: пултаруллă педагога «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ят панă.
Виççĕмĕш хут ирттернĕ
Лаш Таяпасем виççĕмĕш хут Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче Çветтуй Турă Амăшĕ çуралнин ячĕпе лартакан чиркĕве тума ыркăмăллăх концерчĕ йĕркеленĕ. Фойере тĕрлĕ выставкăсем ĕçленĕ.
Ялта çуралса ÿссе Шупашкарта тымар янă Лаш Таяпа çыннисем, ытти хăнасем /пурĕ 900 çын ытла/ уява укçа тÿлесе кĕнĕ. Тĕллевĕ пархатарлă – пухăннă укçа-тенкĕ ял чиркĕвне туса пĕтерме каять. Силуан атте пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕм халăхпа тăвакан чиркĕве авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче уçма палăртнă.
Уявра Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Лаш Таяпаран тухнă ытти паллă çынсем хутшăннă. Концертра чăваш эстрада çăлтăрĕсемпе пĕрле ялти «Тайпи» тата «Сударушки» фольклор ушкăнĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Шкул участокĕнче ĕçлеççĕ
Вĕренекенсен ĕç чĕрĕкĕ пуçланнă.
Курнавăш шкулĕнче вĕренекенсем шкул участокĕнче тулли кăмăлпа ĕçлеççĕ. 1-9 классенче вĕренекенсем хăйсем çитĕнтерекен пахча-çимĕç, улма-çырла лаптăкне çум курăкран тасатаççĕ. Ăнса пулнă çимĕçсене хăйсемех хĕл валли хатĕрлеççĕ.