Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх Думине пур парти те лекеет-ши?

20 июля 2016 г.

Патшалăх Думине пур парти те лекеет-ши?

«Единая Россия» парти малтанхи сасăлав ирттернĕ хыççăн политика «хирĕнче» шăплăх пуçланчĕ. Партисем суйлав кампанине хатĕрленеççĕ. Анчах халь политологсен, социологсен тата ытти экспертсен хĕрÿ тапхăр. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - партисен пуçламăш вырăнне тата сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртекен суйлаври пуласлăхне палăртасси. Çак вăхăтра рейтингсем тата прогнозсем курăнма пуçлаççĕ. Шăпах вĕсем тĕлĕнмелле пĕрремĕш хыпарсем пĕлтерчĕç.

Пĕр-пĕрне пăхăнман тĕпчев организацийĕсем КПРФ тата ЛДПР партисен рейтингĕ ÿснине, «Справедливая Россия» партин чакнине палăртнă. Халăхпа ĕçлекен Раççейри ассоциаци /РАСО/ пуçлăхĕ Е.Минченко шутланă тăрăх, çакă «Справедливая Россия» партин малтанхи учредителĕсем - «Родина» тата «Пенсионерсен партийĕ» хăйсем тĕллĕн суйлава хутшăннипе çыхăннă. Çавăн пекех çак партинчен Оксана Дмитриева тата Дмитрий Гудков та тухнă. Çакăн хыççăн суйлавçăсен пĕр ушкăнĕ эсерсен лагерĕнчен хăйсен лидерĕсем хыççăн кайнă.

Левада-центр кăтартăвĕсем тăрăх, «Справедливая Россия» Патшалăх Думине пачах лекеймесен те пултарать. Пайăрланнисен 4 проценчĕ анчах партишĕн сасăлама хирĕçлемеççĕ, респондентсен - 2 проценчĕ çеç. Шăпах çакă «Единая Россия» парти хăш-пĕр округсене, вăл шута Канашăн та кĕрет, пĕр сăмахсăрах пама килĕшнине кăтартать. Парламентра «оппозици» партийĕсенчен пĕри пачах çухални çĕршыв ертÿçисен планне кĕмест пулас.

Çак верси тĕрĕсех пулсан «Справедливая Россия» партин курăмлă представителĕсем маларах парти списокĕпе лăпкăнах тухнă, халь пĕр мандатлă округсенче кандидата тăратаççĕ. Çитменнине, шăпах «Единая Россия» хăйĕн кандидачĕсене тăратманнисенче. Парти списокне лекме парти ертÿçин те шанăç çукки сисĕнет.

Чăваш Енре «Справедливая Россия» партире - банк пĕрлешĕвĕсен лидерĕсем, вĕсен суйлав кампанине валли укçа-тенкĕ çителĕклĕ. Анчах пирĕн патăрта та Канаш округне пĕр сăмахсăрах панă. «Справедливая Россия» представителĕсен конкурентлă тупăшура çĕнтерес шанчăк иккĕленÿллĕ пулас.

Çак лару-тăру ирĕксĕрех шухăш çуратать. Хамăр сасăлавпа чăн саккун тăвакан парламент партине пулăшни - пĕр япала. Парти-аутсайдер партисенчен пĕриншĕн сасăлани - пачах тепĕр япала. Çакăн пек чухне пирĕн сасăлав пушлăха çеç каять. Вăл, паллах, çĕршывăн политика пурнăçне витĕм кÿмест. Çакă эсир сасăламаннипе пĕрех. Суйлав - кашнийĕн хăйĕн ĕçĕ, анчах... шухăшламалăх пур.

Патшалăх Думине сентябрĕн 18-мĕшĕнчи суйлавра хутăш системăпа парти списокĕпе 225 депутат суйланать, пĕр мандатлă округпа - 225.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика