Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытарайми кĕтесĕм - Елчĕк ен

20 июля 2016 г.

Ытарайми кĕтесĕм - Елчĕк ен

Кĕçĕн Пăлапа Аслă Пăла юханшывĕсем юхса иртекен çырма-çатраллă, нумай мар вăрманлă Елчĕк тăрăхĕнче пачах та кичем мар. Кашни ялта тенĕ пекех археологи, истори тата çутçанталăк палăкĕсем пур. Çавна май кунта килекен хăнасемшĕн, туристсемшĕн пирĕн район кăсăклă вырăн пулса тăрать.

Района килсе курнă çын Елчĕксен тараватлăхĕнчен кăна мар, ĕçченлĕхĕнчен, тирпей-илеме хаклама, ăна тума пĕлнинчен тĕлĕнет. Кунта курса паллашнă çĕнĕлĕхе, опыта хăйсем патĕнче усă курнине каласа параççĕ те – чун савăнать.

Районта Етĕрне хулинчи ветерансен канашĕн членĕсем килсе курни хăйне майлă ырă пулăм. Чи малтанах авалтан пыракан чăваш йăли-йĕркипе хаклă та инçетрен килекен сумлă ветерансене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Вĕсем район администрацийĕн çуртĕнчи аквариумпа, Тĕп лапамри палăксемпе кăсăкланса паллашрĕç. Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн заведующийĕ С.Голубева кашни палăкăн историйĕ, пĕлтерĕшĕ çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Инçетри хăнасем тĕнчипе паллă  Г.Н.Волков академик çуралнă яла та çитсе курас ĕмĕтпе çунатланчĕç. Паллă ăсчах ячĕпе хисепленекен шкулта унăн директорĕ Н.Малышкин  Геннадий Никандрович çинчен кĕскен каласа пачĕ. Аслă Елчĕк ялĕнче те палăксем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - кăçал кăна Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсен ячĕсене çырса хунă стела. Ял хастарĕсем хăйсен вăйĕпе çакăн пек палăк лартнине пĕлсен хăнасем тĕлĕнчĕç те. Апла пулсан  ĕçпе кăна мар паттăр Аслă Елчĕксем, чунĕпе те хастар, ырă кăмăллă.

Инçе çула кĕскетсе ятарласа Елчĕкпе паллашма килнĕ Етĕрнесем Патреккел çăлкуçне кайса курмасăр чăтаймарĕç. Сиплĕ те паха çăл шывне ĕçнипе пĕрлех ку тăрăхри ырă  та илемлĕ çутçанталăк палăкĕсемпе киленчĕç. Утарçăсем сиплĕ пылпа чей ĕçтерме те ÿркенмерĕç.

Хăнасене экскурси питĕ килĕшнине çавра сĕтел хушшинчи ăшă калаçу тепĕр хут çирĕплетрĕ. Районти ветерансен канашĕн ертÿçи С.Терентьева, унăн хастар членĕсем хăнасене кичемленме памарĕç, кунти ырă опыта хăйсем патĕнче ĕçе кĕртессине пĕлтерчĕç, тараватлă çулçÿревшĕн  тав тума та манмарĕç.

С.СТЕПАНОВА,
музей лектор-экскурсовочĕ.

Сăнÿкерчĕкре: Тĕп лапамри палăк умĕнче

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика