16 июля 2016 г.
Виçĕмкун Правительство çуртĕнче Республикăри общество палатин итлевĕ иртнĕ.
Унта Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен тата Чăваш Енри палата членĕсем, общество организацийĕн представителĕсем сывă ăру çитĕнтерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕлĕшпе республикăри влаç органĕсемпе общество организацийĕсем кулленех нумай ĕç пурнăçлаççĕ. Пухăннисем çапла пĕтĕмлетнĕ: «Ачана çемьесенче мĕн пĕчĕкрен сывă та тĕрĕс пурăнма вĕрентмелле».