16 июля 2016 г.
«Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕнче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курни кашни ĕçе вĕçе-вĕçĕн тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама май парать.
Вырма пуçланичченхи вăхăтпа усă курса механизаторсем пĕр çул ÿсекен курăкран сенаж хатĕрлес ĕçре тимлерĕç. Вĕсем ăна планпа палăртнинчен чылай ытларах та - пурĕ 5221 тонна хывса хăварма пултарчĕç. Пахалăхĕ те лайăх. Çак ĕçре Г.Жирнов, А.Никифоров уйрăмах пысăк пуçарулăхпа тăрăшаççĕ.
Выльăх апачĕ хатĕрленипе пĕр вăхăтрах кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Ăна кунта кашни çул кирлĕ таран лаптăкра акса çитĕнтереççĕ. Кăçал та вăл 600 гектара яхăн пулмалла.