16 июля 2016 г.
Пирĕн çĕршывра «Мана пурнăç парнеле» акци иртрĕ. Вăл утă уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен пычĕ.
Хальхи вăхăтра çĕршывра аборт шучĕ чакать пулсан та кашни çулах 1,6-1,7 миллион аборт тăвăнать. Ученăйсемпе генетиксем çирĕплетнĕ тăрăх, ачан пурнăçĕ хĕрарăмпа арçыннăн клеткисем пĕрлешнĕ хыççăн пуçланать. 18 кун иртсен пулас ачан чĕри тапма, пуç мими тата çурăм шăмминчи нерв системи аталанма пуçлаççĕ. 21 кунтан ачан юн тытăмĕ ĕçлеме тытăнать, пулас ачан юнĕ амăшĕн юнĕпе хутшăнать. 4 эрне иртсен унăн çурăм шăмми, аллисем, урисем, куçĕсем, хăлхисем аталанаççĕ. 5 эрнере ачан куçĕ хуралать. 6 эрнере пуç мими ĕçлеме пуçлать. Ачан тăршшĕ - 4,5 см. 8 эрнере пÿрнисене ĕмме пултарать. 10-11 эрнере куçне уçать, хупать, чĕлхине вылятать, çамкине пĕркелентерет. 12 эрнере çутта, сасса илтет, çывăрать, вăранать, хусканусем туса хăйĕн мышцисене çирĕплетет, пуçне пăркалать, ура, алă пÿрнисене хускатать.
Çемьере ачана кĕтеççĕ пулсан пулас амăшне упраççĕ. Анчах та ачана кĕтмеççĕ пулсан - унăн шăпи паллă, ăна пăрахаççĕ. Тин аталанма пуçланă ача мĕнле айăпа кĕчĕ-ши? Мĕншĕн вĕлереççĕ ăна? Мĕншĕн хăйĕн варĕнче тĕвĕленнĕ пепке амăшĕшĕн тăшман пулчĕ?
Ача пăрахнă хĕрарăмсен кайранхи ачисем чирлĕ çуралас хăрушлăх пысăк. Хĕрарăмăн психики те улшăнма пултарать. Мăшăрсем хушшинчи хутшăнусем çивĕчленеççĕ, вĕсем час-часах хирĕçеççĕ, курайми пулса çитнĕрен уйрăлса каяççĕ. Çапла вара çемье арканать.
Америка врачĕ Бернард Натансон «Сассăр кăшкăру» кинокартина ÿкернĕ. Вăл ультрасасă аппарачĕпе аборт тунă вăхăтра ача хăйне мĕнле тыткаланине кăтартса панă. Ачан чĕри хăвăрт тапма пуçлать. Вăл хăйне вилĕм кĕтнине туять. Инструментран аяккалла тарать, хăвăрт хускалма пуçлать. Ача çăварне уçать, сассăр кăшкăрать. Шел, пире унăн сасси илтĕнмест. Ача кĕлеткине инструмент пайăн-пайăн вакласа кăларать...
Пулас пепке хăйне хăй сыхлаймасть. Унăн шăпи - çитĕннĕ çынсен аллинче. Апла пулсан, Турă панă парнене аборт туса вĕлерер мар, ăна пурнăç парнелер.
А.ПУПИНА,
районти тĕп больницăри акушер-гинеколог.