13 июля 2016 г.
Иртнĕ тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă канашлăва район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Унта иртнĕ эрнери ĕç-хĕле тишкернĕ, малашлăха палăртнă.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн ертÿçин çумĕ С.Петрянкина санитарипе эпидемиологин районти лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ.
Хальхи вăхăтра хумхантаракан çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл - пыршă инфекцийĕсем тата наркăмăшлă çимĕçпе сиенленни. Çулталăк пуçланнăранпа районта инфекцин 731 тĕслĕхне тупса палăртнă, çав шутран 22-шĕ - пыршă инфекцийĕ. Çакă пĕлтĕрхи шайран 1,9 хут сахалрах.
Пыршă инфекцийĕнчен сыхланас тесен, сĕт тата унран хатĕрленĕ продуктсем, çăмарта пысăк пахалăхлă пулмалла. Чир ан сиенлетĕр тесен, санитари культури тивĕçлĕ шайра пулни, аш-какайран, сĕтрен продуктсене технологие пăхăнса хатĕрлени, вĕсем таса пулни кирлĕ.
Пыршă чирĕсем сарăлассинчен сыхланмалла, апат-çимĕçе палăртнă вырăнта çеç туянмалла. С.Петрянкина пыршă инфекцийĕнчен тата наркăмăшлă апат-çимĕçрен сиенленессинчен хăтăлас тесен, пахча çимĕç туяннă чухне асăрхануллă пулма, палăртнă вырăнта çеç шыва кĕмелли çинчен асăрхаттарчĕ.
Районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Н.Уркова районти çынсене медицина пулăшăвĕ памалли стандартсемпе паллаштарчĕ.
Тĕп больница паракан пулăшусен шайĕ пысăк - кунта врач консультацийĕнчен пуçласа чир-чĕре тĕпчеме тата стационарта сипленме май пур. Стационарта 57 койка-вырăн, çавăн пекех поликлиникăра сменăра 636 çынна йышăнма пултараççĕ. Кăçал поликлиникăна тĕпрен юсани пациентсене йышăнма тата тухтăрсене ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса панă.
Н.Уркова ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, медицина пулăшăвне илме виçĕ шайри тытăм, «Васкавлă пулăшу» тытăмне централизацилени, водительсене рейса тухас тата унтан таврăннă хыççăн медицина енчен тĕрĕслени, водитель удостоверенине илме справкăсем хатĕрлемелли çĕнĕ майсем çинчен чарăнса тăчĕ.
Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн ертÿçи П.Тремасов выльăх апачĕ, кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлес, кĕрхи çĕртме тăвас ыйтусемпе паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра пĕр условнăй выльăх пуçне 16,6 центнер апат единици хатĕрленĕ. Çак ĕç малалла пырать. Çавăн пекех П.Тремасов Çĕрпÿ районĕнче иртнĕ уй-хир кунĕнче сухаçăсен ăмăртăвĕнче «Сатурн» ЯХПК механизаторĕ В.Кукурузов виççĕмĕш вырăн йышăннине палăртрĕ.
Районти нумай функциллĕ центр ертÿçи Л.Викторова кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вăя кĕнĕ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен уйрăмлăхĕсемпе паллаштарчĕ.
Канашлу вĕçленес умĕн Н.Миллин масарсене йĕркеллĕ тытса тăрас ыйту çине тепĕр хут таврăнчĕ, Елчĕк ял тăрăхĕнчи ялсен старостисен ырă тĕслĕхне районти кашни ялтах усă курма чĕнсе каларĕ.
Канашлура районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкерчĕç.